Июлĕн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Июлĕн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн теми: «2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсенче граждансем коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли тарифсен улшăнăвĕсем çинчен тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, çавăн пекех шыв объекчĕсенче çынсен хăйсене еплерех тытмаллине асăрхаттарасси тата пурлăха, пурнăçа страхлама сĕнесси».

Унсăр пуçне информаци кунĕнче районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнлерех пулса пыни пирки те сÿтсе явнă.

Информаци ушкăнĕнчисем Пысăк Енккасси, Кавал, Кĕтеснер, Кĕлкеш, Мăнçырма ял тăрăхĕсенче пулса унта пурăнакансемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулĕç, актуаллă ыйтусем çине хуравлĕç. Граждансене уйрăммăн харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.



13 июля 2015
13:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter