Михаил Игнатьев Патăрьел районĕн кунĕ ячĕпе халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

 Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Патăрьел районĕн кунĕ ячĕпе халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Михаил Игнатьев район халăхне тăрăшуллă ĕçленĕшĕн тав тунă, çакăн йышши уявсене йĕркелесе ирттересси ырă йăлана кĕрсе пынине асăннă, çулсерен районăн пурнăç шайĕ ӳссе пынине палăртнă. Кунта пурăнакансем хăйсен çурчĕсен таврашĕнчи, урамсем хушшинчи илемлĕхшĕн ырми-канми вăй хурса ĕçленине асăннă. «Республикăра Патăрьел районĕ хăйĕн аталанăвĕпе малта пыракансенчен пĕри шутланать. Ял хуçалăхĕнче паянхи пурнăç таппипе пĕр шай, çĕнĕ технологине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Чи пахи, харпăр хăй хуçалăхĕсенче сĕт сăвăмĕпе, аш-какай, таварсем тирпейлессипе çав тери ăнăçлă ĕçлеççĕ. Патшалăх ял хуçалăхне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Эпир урамсем хушшинчи тирпейлĕхе тытса пыма укçа-тенкĕ яланах уйăрнă, малашне те пулăшу чакмĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çĕклесе лартассипе малалла та ĕçлĕпĕр», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Уявра Патăрьелĕнче пурăнакансене тĕрлĕ наградăсем парса хавхалантарнă. «Хĕрлĕ палан» ача садне шăпăрлансене валли выляма ятарлă хатĕрсем илме сертификат парса чысланă. Хыççăн Михаил Игнатьев Ял уявне пухăннисене саламланă. Историне палăртас пулсан, ял 400 çул патне упраннă. Хăйĕн йăли-йĕркине, культурине яланах ăша хывса пурăнать. «Çамрăксене чăвашсен йăли-йĕркине тытса пыма вĕренсе пынăшăн, ветерансене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калатăп. Çав вăхăтрах çамрăксем те ватăсене хисеплеме, вĕсем вĕрентнине итлеме пĕлнĕшĕн ырлатăп. Раççей Федерацийĕн культуришĕн те çак пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Сăмаха май, вăл Чăваш Енре пур халăх та пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса пурăннине, тăван çĕре, çĕршывăмăра, аслисене чун-чĕререн хисеплесе юратнине палăртнă. «Пирĕн вăй пĕрлĕхре, патриотизмра», - тенĕ Михаил Игнатьев. Уявра хисепе тивĕçнисене наградăсем парса хисеп тунă. Тĕплĕнрех

 



13 июля 2015
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter