Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ. Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулти малтанхи ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Инна Антонова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарнă. Вĕсем палăртнă тăрăх, çак асăннă тапхăр вăхăтĕнче ял хуçалăх таварĕсен калăпăшĕ, çурт-йĕр хута ярассин кăтартăвĕ,  халăхăн ĕç укçин шайĕн виçи курăмлăн ӳснине палăртнă.   Организацисенче промышленноç производствин индексĕ те хăпарнă.  Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20777,3 млн. тенкĕпе танлашнă. Харпăр хăй тупăшĕн кăтартăвĕ те пĕр процента çити ӳснĕ. Кăçал кăрлач уйăхĕнчипе танлаштарсан ĕç укçин парăмĕ икĕ хут та чакнă. (Парăм 22,5 млн. тенкĕрен 12,4 млн.тенкĕ çеç юлнă). Михаил Игнатьев ĕç укçипе парăм пачах та пулмалла маррине асăрхаттарнă. Влаç органĕсенче тăрăшакансен, ĕçпе тивĕçтерекенсемпе, енчен те вĕсем çынсене вăхăтра шалупа тивĕçтермеççĕ пулсан,  профилактика ĕçне тăтăшах йĕркелеме хушнă. Енчен те тӳрĕ кăмăлпа ертӳçĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаççĕ, налуксем тӳлемеççĕ пулсан, вĕсене явап тыттарма каланă. Агропромышленноç комплексĕнчи ĕç кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов  тĕплĕн чарăнса тăнă.  Республикăра асăннă тытăмри производство кăтартăвĕ куç кĕретех ӳссе пынине палăртнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, кăçалхи кăтарту 103 процентпа танлашнă. Çурхи уй-хир ĕçне вăхăтра пурнăçласа пынине кура, кăçалхи çул акмалли çĕр лаптăкне  573,7 пин гектара çити çитернĕ, процентпа илес пулсан, пĕлтĕрхинчен 2,7 процент ытларах. Пысăк тата вăтам предприятисенче апат-çимĕç таварĕсене калăплассин кăтартăвĕ 106,9 процента çити ӳснĕ.  Сĕт тирпейлессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе Чăваш Республики чи ăнăçлă сакăр регион шутне кĕнĕ.  Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче, паян çĕршывра 9 млн. тонна сĕт çитменнине асăннă. Сĕт-çу тирпейлессипе ĕçлесси питĕ пархатарлă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Вăл çакăн пекех ялсенче халăхран пуçтарăнакан сĕт хакĕ пирки те сăмах пуçарнă, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеменсем пирки ӳпкелешсе илнĕ.  «Пахалăхлă сĕт яланах хаклă пулмалла. Халлĕхе сĕт туянакансем хăйсен рынокне тин çеç ĕçе кӳлĕнекенсене кĕртесшĕнех мар. Çĕнĕ предпринимательсем халăхран сĕте хаклă хакпа та пуçтарма хатĕр, анчах та маларах пуçтарма пуçланисем хирĕçлеççĕ. Ку ыйтăва çийĕнчех татса памалла. Унсăрăн халăх выльăх-чĕрлĕхе усрама пăрахать», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Сĕт сутакансене валли ятарлă ярмăрккасем пасарсенче йĕркелесе памаллине каланă. Кун пек чухне, сутакансемшĕн те туянакансемшĕн те питĕ меллĕ пулĕ. Паянхи канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев Çĕрпӳре утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче автомашина çулĕ çинче пулнă инкек пирки те чарăнса тăнă. Ун чухне аварине 19 çын лекнĕ, вĕсенчен 7-шĕ ача пулнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ -  сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова инкекре сусăрланнисене пурне те вăхăтра медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернине каланă. Паянхи куна пур ачасене те больницăран кăларнă, вĕсемпе писхологсем ĕçленине пĕлтернĕ.  Реанимацине лекнĕ икĕ çынна хирурги уйрăмне вырнаçтарнине, вĕсен сывлăхĕ лайăхланса пынине каланă.

 



13 июля 2015
15:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter