Патăрьелĕнче Михаил Игнатьев ФАП уçнă çĕре хутшăннă

Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнчи объектсен строительство ĕçне пăхса çаврăннă. Чи малтан Нăрваш-Шăхалĕнче Молодцыгин урамĕнчи асфальт саракан çула тишкернĕ. Кунти ĕçсене эрне каялла тин çеç тытăннă пулнă. Объектра 5 техника ĕçлет. Палăртса хунă тăрăх, кăçал авăн уйăхĕн пуçламăш тĕлне автомашинăсене çак çулпа çӳретме шантараççĕ. Пĕтĕмĕшле комплекслă ĕçе 2017 çул тĕлне вĕçлеме тĕллев лартнă. Аса илтеретпĕр, Патăрьел районне федераци бюджетĕнчен тата Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнчен 2015 çул валли  62,3 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Нăрваш-Шăхалĕнче пурăнакан Нина Матвеева хăйĕн сăмахĕнче маларах ялта пурăнакансем ытларах лашасемпе çеç çӳренине асăннă. Халĕ вара кашни çемьере машинăсем пур. Паян асфальт çулсем сарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Пурте çак çула сарса пĕтерессине чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев çулсене пăхса çаврăннă хыççăн, «Стройкомфорт» ТМЯО ертӳлĕхне палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама тата пахалăх енчен кирлĕ пек тивĕçтерме хушнă.  Çак кун Михаил Игнатьев ФАП уçнă çĕре те хутшăннă. Сăмаха май, Чăваш Енре 100 ФАПсем тăвас программа тулин пурнăçланнине каланă. «Ватăсемпе çамрăксене валли ялта пурăнма  пур условисем те çителĕклĕ пултăр тесе, çулсерен ялсен сăн-сăпатне улăштарма бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Феоктиист Васильев ялта пурăнакансен ячĕпе республика ертӳлĕхне чĕререн тав тунă. Ялта ФАП пулни питĕ паха пулнине, малашне медицина пулăшăвĕпе тата та аванрах усă курма май килнине каланă. Тĕплĕнрех



13 июля 2015
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter