Республика Правительстви Шупашкар -Чăваш, Канаш, Улатăр Епархийĕсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ

 Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Шупашкар тата Чăваш Епархийĕн Вырăс Православи чиркĕвĕпе, Канаш Епархийĕн Вырăс Православи чиркĕвĕпе, Улатăр Епархийĕн Вырăс Православи чиркĕвĕпе  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Килĕшӳ ĕç хучĕ çине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Шупашкар тата Чăваш Епархийĕн управляющийĕ митрополит Варнава, Канаш Епархийĕн  епископĕ Стафан, Улатăр Епархийĕн управляющийĕ епископĕ Федор алă пусса çирĕплетнĕ. Мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар тата Чăваш Епархийĕн Вырăс Православи чиркĕвĕн секретарĕ, Шупашкар хулинчи Пукрав-Татиана соборĕн настоятелĕ протоиерей Николай Иванов пулнă. Михаил Игнатьев çакăн пек йышăну туни, Чăваш Республикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, килĕшӳ хучĕ патшалăх влаçĕпе чиркӳсене килĕшсе ĕçлеме ирĕк панине асăннă, обществăлла-политика лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшнине палăртнă. «Чăваш Енре тĕрлĕ тĕн халăхĕ хăйсен йăли-йĕркине йĕркелесе ирттерме пултарать. Чăваш çĕрĕ çинче халăхсен туслăхра тата килĕшӳре пурăнмалла», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.  Чăваш халăхĕ 95 процент чиркĕве куллен çӳрет. Ытти халăхсен те çак ĕçе тума ирĕк, вĕсен те хăйсен ятарлă чиркĕвĕсем пур, çынсем кĕлĕ вулама, çылăхсене каçарттарма пултараççĕ. «Эпир Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе туслă çыхăнура. Пирĕн пĕрле йышăннă проектсем те пур. Юлашки çулсенче 40 чиркӳ хăпартса лартнă, тата 30 чиркӳре юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ. Кăçал тата та çĕнĕ чиркӳ хăпартса лартма килĕшнĕ», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Шупашкар тата Чăваш Епархийĕн Управляющийĕ митрополит Варнава хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Пур халăх та пĕр-пĕринпе  туслă пурăнсан, пур ĕçе те пĕрле пурнăçласан, пĕрне-пĕри пулăшса пырсан, тин ун чухне патшалăх вăйлă пулĕ.  Ун чухне Раççейе никам та  парăнтарма пултараймĕ», - тенĕ. Шупашкар тата Чăваш Епархийĕн Управляющийĕ митрополит Варнава Михаил Игнатьева Раççейшĕн, чиркӳшĕн ырă ĕçсем пурнăçланăшăн чĕререн тав сăмахĕсем каланă.  Вĕсем пĕр-пĕринпе малашне пĕрле ĕçлесси пирки  сӳтсе явнă.  Чăваш Республикинче 230 Вырăс Православийĕн чиркĕвĕсем, 7 монастырь, тĕн вĕренӳ учрежденийĕ пĕрре, 222 вырăнти тĕн организацийĕсем, вĕсенчен 14-шĕ Шупашкарта вырнаçнă.   Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси пирки йышăннă тăватă енлĕ килĕшӳ ĕç хучĕ Чăваш Республикинче тăнăçлăха упраса хăварма пулăшĕ, культура тата обществăлла пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама витĕм кӳрĕ, проектсене пурнăçа кĕртме май парĕ.  Тĕплĕнрех



14 июля 2015
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter