Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланма кандидата регистрациленме документсене тăратнă

Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланма кандидата регистрациленме документсене панă, вăл шутра суйлавра суйланнă муниципаллă пĕрлешӳсен пуçлăхĕсен,  вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен, уншăн килĕшсе алă пуснă ĕç хучĕсем.

  Аса илтеретпĕр, 2015 çулта утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма хăйсене тăратнă кандидатсен, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи депутатсем алă пусса сасăланин шучĕ çинчен калакан йышăну кăларнă.  

 Чи сахал алă пусса сасăланин хисепĕ – 287, чи нумаййи – 301 пулмалла.  Михаил Игнатьев хăйне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма кандидатшăн чи нумай сасăлав пуçтарнă, уншăн 301 çын алă пуснă, вĕсенчен 56-шĕ хула округĕсемпе муниципаллă районсенчи депутатсем. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ, паянтан пуçласа вунă кун хушшинче саккунпа килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнма тăратнă кандидата регистрацилени пирки йышăну кăларать.     Тĕплĕнрех

  



14 июля 2015
13:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter