Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Информаци ушкăнĕн членĕсем республикăри аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсене, предприятисемпе организацисене çитсе халăхпа курнăçĕç, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав парĕç. Ку хутĕнче пухăннисем ял хуçалăх, çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленес ыйтусем тавра канашлĕç, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, çавăн пекех шыв объекчĕсенче çынсен хăйсене еплерех тытмаллине сӳтсе явĕç, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен калаçĕç. Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче ертӳçĕсем граждансене уйрăммăн харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç.



15 июля 2015
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter