«АККОНД» фабрикăра çĕнĕ производство линийĕ хута кайнă

Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «АККОНД» кондитер фабрикинче пулнă. Кунта  производствăра çĕнĕ лини хута кайнă, «ДежаВю» çĕнĕ пылак çимĕç тирпейленет.  Мероприятине Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче «АККОНД» фабрика Раççейре пылак çимĕçе калăплассипе  чи лайăх пиллĕк компани шутне кĕнине асăннă, тĕнчери ытти предприятисенчен  пĕрре те кая мар лайăх ĕçлесе пынине палăртнă. «Таварсем пахалăх енчен çӳллĕ шайра. Вĕсем сахал мар тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçисем пулса чаплă наградăсене тивĕçнĕ. Халăх вĕсен таварĕсене лайăх ыйтнине кура, предприятии хăйсен тавар тĕсĕсене кулленех анлăлатса пыраççĕ. Кунта вăй хуракансем  яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Пур тĕллеве те таса чунпа тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Çĕнĕрен калăпланакан таварсемшĕн кашни çын тулли кăмăлпа  ĕçлет», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Сумлă хăнасем производствăн çĕнĕ цехĕпе паллашнă. «Производствăна анлăлатас тесе 200 млн. тенкĕлĕх инвестици хывнă, çынсене валли 70 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ», - тесе палăртса каланă «АККонд» АО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов. Паянхи кун тĕлне предприяти 500 ытла тĕрлĕ тĕслĕ пылак çимĕçе калăплать. Вĕсен таварĕпе пĕтĕм  Раççей, ют çĕршывсем анлăн усă кураççĕ. Çак асăннă фабрика кашни кун 300 тонна патнелле тавар тирпейлесе кăларать, çулталăкне 55 пин тонна пылак çимĕçе калăпласа халăх патне илсе çитерет. Валерий Иванов предприяти таварсен пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине, ăна çирĕп тĕрĕслесе тăнине палăртнă. Паллă пулăма пухăннисемпе ертӳçĕсем тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех 



15 июля 2015
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter