Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Ен Прокуратурин ĕçченĕсен анлă ларăвне хутшăннă

Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Ен Прокуратурин ĕçченĕсен анлă ларăвне хутшăннă. Ларăва уçнă май, Чăваш Республикин прокурорĕ Сергей Легостаев хăйĕн сăмахĕнче кăçал пĕрремĕш çур çулта Прокуратурăн ĕçĕнче ырă кăтартусем пулнине асăннă, граждансен прависене хӳтĕлессинче уйрăмах  пысăк  ĕçсем йĕркелесе ирттернине палăртнă. Прокурорăн çумĕсем вĕсен служби палăртнă тĕрлĕ кăлтăксене çийĕнчех пĕтерме, кирлĕ пек мерăсем йышăнма палăртса каланă хăйсен доклачĕсенче. Михаил Игнатьев прокуратура ĕçченĕсене яваплăха туйса ĕçленĕшĕн тав тунă. Республикăри обществăлла политика лайăх лару-тăрăвĕ пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине кура пулса пынине палăртнă. «Чăваш Ен Прокуратури патшалăх влаçĕпе, вырăнти хăй тытăмлăх, право сыхлавĕн органĕсемпе  тачă çыхăну тытса ĕçлет», - тенĕ. «Кирек епле профилактика ĕçне те пĕрле сӳтсе яватпăр, тĕрлĕ ыйтусене вăхăтра татса паратпăр», - тенĕ вăл. Сăмаха май, патшалăх влаçĕнче тата муниципалитетсенче ĕçлекен ертӳçĕсемпе çыхăннă уйрăм çитменлĕхсем пирки те сăмах пуçарнă, малашнехи ĕçре  прокурорсенчен килекен ыйтусене тĕпе хурса, вĕсене ытларах тимлĕх уйăрасси пирки каланă. Тĕплĕнрех



15 июля 2015
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter