«Йĕрке тума тепре чухне нумай укçа та кирлĕ мар, ĕçлеме çеç пысăк кăмăл пултăр», - тенĕ Михаил Игнатьев

 Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ăс-тăн тĕлĕшĕнчен хавшанă ачасен тата инвалидсемпе, ватăсен ятарлă  Кукеçри çурчĕсене çитсе килнĕ. Çак палăртнă учрежденийĕсен ĕçĕсем пирки Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану  министрĕ Алла Самойлова тата Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров тĕплĕн каласа кăтартнă.  Михаил Игнатьев медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли учрежденине пăхса çаврăннă, кунта ĕçлекенсемпе, сипленме килнисемпе тĕл пулса калаçнă.  Кукеçре вырнаçнă ăс-тăнран хавшанă ачасен интернатĕнче 4 çултан пуçлса 18 çула çитичченхи ачасене вырнаçтарнă.  Вĕсене куллен тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтереççĕ. 2006 çулта кунта тепĕр уйрăм та хута янă, унта 18-29 çулхи çамрăк сусăрланă çынсене вырнаçтарнă. Интернатра пурăнакансем валли спорт, культура тата ытти енпе ятарлă классем йĕркелесе панă, техника енчен те çителĕклĕ хатĕрсем вырнаçтарнă. Михаил Игнатьев апатлантармалли уйрăмра юсав ĕçĕсене йĕркеленипе кăсăкланнă. Кунта пурнăçланакан ĕçсене регион ертӳçи çивĕч тĕрĕслеве илме хушнă. «Йĕрке тума тепре чухне пысăк укçа та кирлĕ мар,  ĕçлеме çеç пысăк кăмăл пултăр», - тесе палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Ватăсемпе сусăрланнă çынсене вырнаçтармалли çуртра мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Кунти çынсене комплекслă пулăшупа тивĕçтерме пур хатĕр те çителĕклĕ. Ватăсене кĕлĕ вулама ятарлă пӳлĕм уйăрса панă, пĕр сăмахпа каласан пур услови те пур. Çак çуртрах икĕ производство хута янă. Пĕрисем - атă-пушмак, теприсем - кĕпе-тумтир çĕлеççĕ тата теприсем ӳкерессипе ăсталăха аталантараççĕ.  Интернатра пурăнакансем тăтăшах алă ĕçĕпе кăсăкланаççĕ. Хĕлĕ-çăвĕпе теплицăра чечексем, пахча-çимĕç ӳстереççĕ, ватăраххисем алсыш-чăлха çыхаççĕ, тĕрлĕ тĕрлеççĕ.  Коляскăпа çӳрекенсене валли ятарлă пандус, тата тĕрлĕ хыпар валли табло вырнаçтарнă. 2014 çулта республикăн патшалăх программипе килĕшӳллĕн граждансене социаллă пулăшу парас тĕллевпе сусăр çынсене валли пĕтĕмпех хатĕрсене вырнаçтарнă. Михаил Игнатьев пурнăçра пушартан асăрхануллă пулма сĕннĕ. Тĕплĕнрех



15 июля 2015
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter