Профессине алла илнисенчен чи лайăххисене суйласа илес тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ республикăри конкурс çĕнтерӳçисене савăнăçлă лару-тăрура наградăсем парса хавхалантарнă

Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев  профессине алла илнисенчен чи лайăххисене суйласа илес тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ республикăри конкурс çĕнтерӳçисене савăнăçлă лару-тăрура наградăсем парса хавхалантарнă. Палăртнă пулăма Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Виталий Емельянов, Шупашкар хула пулăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Чăваш Республикинче организацисем хушшинче юлашки вунă çул хушшинче пуçласа çакăн пек конкурс йĕркелесе ирттернĕ. Конкурсра чăннипех те хисепе тивĕçлисем - 28 çын хутшăнма кăмăл тунă, вĕсенчен иккĕшĕ вăтам професси пĕлĕвĕ илмелли учрежденийĕнче вĕренекенсем, ыттисем промышленноç предприятийĕнче вăй хуракансем пулнă. Хăй конкурсне утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Михаил Игнатьев çакăн йышши мероприятие çулсерен йĕркелемеллине, йăлана кĕртсе хăвармаллине каланă. «Ăста специалистсем паянхи пурнăçра ытларах та кирлĕ, вĕсем аслă пĕлӳ илнисенчен тепĕр чухне нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ, предприятисенче вĕсене хапăл тусах йышăнаççĕ», - палăртнă вăл. Михаил Игнатьев паян республикăра промышленноç предприятийĕсем куллен модернизациленнине, çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем вăй илсе пынине палăртнă. Паллах, вĕсене валли пысăк квалификациллĕ специалистсем  кирлĕ. Хальхи пурнăçпа тӳр килекен хатĕрсемпе ĕçлеме пĕлекенсем çийĕнчех ĕçе вырнаçаççĕ», - палăртнă сăмаха малалла тăснă май регион ертӳçи. «Юлашки çулсенче çамрăксем ĕç профессийĕсене алла илессишĕн тăрăшаççĕ. Ку енĕпе предприятисем тĕрлĕ учрежденисемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Студентсем теори пĕлĕвне пухсан, тӳрех организацисемпе предприятисене вырнаçса хăйсен ăсталăхне çирĕплетеççĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев.  Патшалăх политики те çынсене пултарулăха аталантарса пыма, кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси çине ытларах тимлĕх уйăрать. Çак калаçăва малалла тăсса, «ЧЭАЗ» АХО генеральнăй директорĕ Алексей Шурдов Чăваш Республикин çĕр айĕнчи пурлăхсем çук пулин те, ĕçлекен çынсемпе пуян пулнине каланă. «Чăваш Енре влаçпа бизнес пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлени питĕ паха. Республикăшăн, хамăр çемьешĕн таса чунпа, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлетпĕр, урăхра эпир пулма та пултараймастпăр», - палăртнă вăл.  Ăмăртăва хутшăннисем çитес конкурссем пирки хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Çакăн йышши мероприятисем малашне те пулмаллине каланă, халь ирттернĕ конкурс йĕркелӳçисене чĕререн тав тунă. Михаил Игнатьев тĕрлĕ специалистсемпе курнăçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă, сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Ремхимпромстрой» ТМЯО вăй хуракан Алексей Трофимов электрогазосварщик, «ЭЛАРА» АУО тимлекен Елена Иванова монтажник тата  Александр Семин слесарь, Çĕмĕрлере ятарлă автомашинăсем калăплакан заводра ĕçлекен Сергей Воробьев  тата ыттисем те ăстаçă ята тивĕçнĕ. Çĕнтерӳçĕсене дипломсем тата асăнмалăх парнесем парса чысланă. Тĕплĕнрех

 



16 июля 2015
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter