Регионăн социаллă экономика аталанăвне влаçпа банк тытăмĕ килĕшсе ĕçлени те витĕм кӳрет

Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Раççей Перекет банкĕ» АУО Чăваш Енри уйрăмĕн канаш членĕсемпе тĕл пулнă. Тĕлпулăва çавăн пекех Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Фарида Муратова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионти социаллă экономика аталанăвне нумай чухне влаçпа банк тытăмĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлени те витĕм кӳнине каланă. Паян республикăра тĕрлĕ банксем ĕçлени питех те вырăнлă. Предпринимательсене кредитсем туянма банксене суйласа илме май парать. «Чăваш Ен территорийĕнче банксене аталанма кирлĕ пек пур условисене те пĕр тан йĕркелесе паратпăр. Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕпе тахçантанпах ĕçлĕ килĕшĕве тытса пыратпăр. Республикăра пурăнакансем çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама ытларах кредитсене сирĕн банкран илеççĕ. Предпринимательсемпе лайăх ĕçлетĕр. Кулленхи пурнăçра çăмăлах мар лару-тăрура та вĕсен ыйтăвĕсене ăнланса, вăхăтра татса пама тăрăшатăр. Çитĕнӳсем те çук мар, куçкĕретех пурне те савăнтараççĕ», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Малашнехи пурнăçра та пĕр-пĕрне ăнланса, килĕшсе халăхăн ырлăхĕшĕн  тăрăшасси пирки каланă. «Раççей Перекет банкĕ» АУО Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский хăйĕн сăмахĕнче регионти экономикăн шайне ӳстерессипе йышăннă программăсене пурнăçа кĕртсе пыма тĕрлĕ çул-йĕрсем шырасси çинчен шантарса каланă. «Эпир Чăваш Ен командин пĕр пайĕ шутланатпăр. Республика ăнăçăвĕсемшĕн тăрăшатпăр, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме, общество пурнăçне те   хастар хутшăнатпăр», - тесе каланă вăл,  Михаил Игнатьева çакăн пек уçă калаçушăн ырласа тав тунă.  Тĕлпулу самантĕнче Михаил Игнатьев «Раççей Перекет банкĕ» АУО Чăваш Енри уйрăмĕнче вăй хуракансен нумай ыйтăвĕ çине хурав панă. Тĕплĕнрех



16 июля 2015
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter