Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев строительство тытăмĕнче ĕçлекен ертӳçĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев строительство тытăмĕнче ĕçлекен ертӳçĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Канашлăва пуçличчен, Михаил Игнатьев чи малтан Шупашкарти ГЭС строительство ĕçĕн план графикне çирĕплетсе пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсе пĕтермелли çинчен калакан Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕ пирки пĕлтернĕ. Палăртнă хушупа килĕшӳллĕн кирлĕ пек ĕçсене пĕтĕмпех йĕркелеме тĕллев лартнă. «Мускав- Хусан» пысăк хăвăртлăхпа çӳретмелли чукун çул строительствин ĕçĕ пирки те сăмах пуçарнă. Çĕршывра экономика тĕлĕшĕнчен çăмăлах мар лару-тăру пулнине кура, инвестици проектне тепĕр хут пăхса тухса, ĕçе тăсма йышăннине каланă. Чăваш Ен территорийĕ тăрăх 120-125 çухрăм патнелле çул иртсе каять. «Мускав-Хусан» маршрутăн çулне 2020-мĕш çулччен хута яма палăртнă. Проекта пурнăçлама РФ Правительстви 6 млрд.тенкĕ уйăрнă, бюджетран мар çăл куçран 14 млрд хатĕрленĕ.  Хаксем ӳссе пынине кура, проекта пурнăçа кĕртме 130-150 млрд. тенкĕлĕх тăкаклама палăртнă.  «Объект, паллах, вырăнти строительство тытăмĕшĕн питех те меллĕ, вĕсем хăйсен таварĕсене кирлĕ пек вырнаçтарма пултараççĕ, ĕçлеме майсем тупăнаççĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев.  Канашлу вăхăтĕнче çурт-йĕр строительстви пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. «Чăваш Ен экономикишĕн строительство пайĕ тĕп локомотив шутланать.  Строительствăшăн тăкакланнă кашни пус, каяллах ӳсĕмпе таврăнать», - тесе палăртнă сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев. «Йĕркелесе çитернĕ ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсем пурри пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхне тата калăпăшне ӳстересси çине пысăк витĕм кӳрет. 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Енре пĕр çын пуçне 0,7 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Ку вăл федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх кăтартусенчен пĕри. Ку ӳсĕме сыхласа хăвармалла, малалла та çакăн пек лайăх ĕçлемелле», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ  Олег Марков хăйĕн докладĕнче кăçлахи çул строительство пайĕнче  16,6 млрд тенкĕлĕх  ĕç пурнăçланине асăннă.  Çак кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 3 процент ытларах. Хальхи пурнăçра экономкласлă çуртсене çĕклесе лартасси çине ытларах тимлĕх уйăрма палăртаççĕ. 2014 çулта республика "Раççей çемйи валли кил-çурт" программăна хутшăнакансен йышне кĕнĕ, эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртнă. Çавнашкал пурăнмалли çурт-йĕре вăтам шайра пурăнакан çемьесем юрăхлă хакпа туянма тата çапла майпа хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултараççĕ. 2015 çул вĕçне республикăра хута яракан пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕм калăпăшĕн 50 процентĕнчен кая мар тĕллев лартнă. Ку енĕпе Чăваш Республикинче «Раççей çемйи валли кил-çурт» патшалăх программи аван пурнăçланать, пирĕн регион ку ĕçе ыттисенчен пĕрремĕш тытăннă. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хулара çынсене хваттерпе тивĕçтерес ĕç курăмлăн пурнăçланнине, кăçал та çак кăтарту упранса юлассине пĕлтернĕ. Юлашки пиллĕк çул хушшинче автомашинăсен шучĕ 40 процента çити ӳссе пыни курăнать. Çакна шута илсе, проектсенче çуртсен таврашĕнче машинăсене вырнаçтарса лартма ытларах вырăнсем хатĕрлеме ĕçсем палăртнине асăннă. Канашлура халăха ипотека кредичĕпе тивĕçтерес, хальхи вăхăтри экономика лару-тăрăвĕнче строительство тытăмне витĕм кӳресси çинчен «Раççей Перекет банкĕ» АУО  Чăваш Республикинчи 8613№-лĕ уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский тата «Россельхозбанк» АУО регионти филиалĕн директорĕн çумĕ Константин Киргизов тĕплĕн каласа кăтартнă. Промышленноçа пулăшакан фонд урлă строительство предприятийĕсен субсидисем илме ирĕк пурри çинчен пĕлтернĕ пухăннисене Михаил Игнатьев. Импорт строительство хатĕрĕсенчен пăрăнса, хамăр çĕршывра калăпланакан таварсемпе ытларах усă курмаллине асăннă. Хаксем те халăха тивĕçтереççĕ, таварсем пахалăх енчен те нимĕнпе те уйрăлса тăманни куçкĕретех. «ТУС» АХО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов, «Экоклинкер» ТМЯО генеральнăй директорĕ Александр Краснов, «ЖБК № 9» ТМЯО генеральнăй директорĕ Евгений Маркелов хăйсен доклачĕсенче çĕнĕ производствăсем хута яни пирки, предприятийĕнче усă курăнакан хатĕрсене модернизациленине, паянхи пурнăçпа тӳр килекен технологисене пурнăçа кĕртсе пыни çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă.  Тĕплĕнрех

 



17 июля 2015
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter