Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрнар районĕнче пулнă

 Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрнар районĕнче пулнă. Вăл Нурăсри интернат шкулсене пăхса çаврăннă, вĕсен ĕçĕпе кăсăкланнă. Çак учрежденийĕсен шăпипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, интернатсен директорĕсем тĕплĕн паллаштарнă. Ĕçлĕ çул çӳревре ертӳçĕсемпе пĕрле РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Вăрнар районĕн ертӳлĕхĕ пулнă. Интернатра Михаил Игнатьев çынсене сипленмелли уйрăмсене пăхса çаврăннă.  Пĕлтĕр Психо-неврологи интерначĕн пурлăхпа техника базине çĕнетме 6,7 млн тенке уйăрнă. Çак укçапа çуртăн çивĕттине пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Кăçал çуртăн юсав ĕçĕсене малалла пурнăçлама 3,9 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.  Сăмаха май, Михаил Игнатьев çурта хутса ăшăтмалли тытăма та модернизацилеме сĕннĕ. «Çак ĕçе пурнăçласан, укçа-тенкĕпе эффективлă усă курма май парать», - тенĕ вăл. Килнĕ пек чухне, интернатра пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Интернатра ĕçлекен Елена Яковлева специалист пурин ячĕпе те  Михаил Игнатьева Чăваш Енре пурăнакан сусăр çынсене тимлĕх уйăрнăшăн, вĕсен пурнăç условине лайăхлатас тĕлĕшпе пулăшу кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çынна инвестицисем хывасси патшалăх  инвестици политикин яланхи тĕп çул-йĕрĕ пулса тăнине палăртнă. Паянхи çăмăлах мар экономика лару-тăрăвĕнче те халăха социаллă тимлĕх уйăрасси упранса юлнине асăннă. Нурăсри шкул интернатра сывлăх енчен хавшанă 153 ача пурăнать. Вĕсене вĕрентме ятарлă классем йĕркеленĕ. Тăлăха юлнă ачасене 2011 çултан çӳретме проекта кĕртнĕ. 2014 çулта шкулта тĕпрен юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ. Урамра спорт площадкине хута яма палăртса хунă. Михаил Игнатьев шкулти пур уйрăма та пăхса çаврăннă, ачасене апатлантармалли, спорта çӳретмелли, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли тата ытти залсен ĕçĕпе кăсăкланнă.  Шкул директорĕ Алевтина Шоколева интернатра вĕренекенсенчен 70 проценчĕ республикăри, Раççей шайĕнчи конкурссенче хутшăнса çĕнтерӳçĕсен ятне çĕнсе илнине каланă. Шкулти «Балалаечники» ансамбль республикăра ирттерекен «Созвездие» конкурсра виççĕмĕш çул çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнине асăннă. Инвалид ачасем хушшинче йĕркелесе ирттернĕ республика шайĕнчи Спартакиадăра та вĕсем  иккĕмĕш çул малтисен вырăнне тухнине каланă. Шкулти ал ĕç ăстисем те ятарлă конкурссенче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев шкул ачисен ăсталăхне пысăк хак панă. Ачасем ăсталанă япаласене сентресем çинче тусанлантарса выртармалла мар, вĕсене халăх патне çитерме сĕннĕ. Илемлĕ ăсталанă япаласене ытларах туристсем ыйтнине, вĕсем туяннине асăннă. Михаил Игнатьев ĕçлекенсемпе курнăçнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Тĕлпулăва пухăннисем Михаил Игнатьева Республика Правительстви социаллă политикăна тытса пынăшăн ырланă.  Çак кун ертӳçĕсем «Санары» агрофирма ĕçĕпе те паллашнă. Хуçалăх вăрлăхсем хатĕрлессипе тăрăшать, пăрçа йышши культурăна, çĕр улмине тата ытти нумай çул хушши ӳсекен курăксене çитĕнтерет. Кăçал хуçалăх 1351 гектар çĕре тирпейленĕ, пĕлтĕрхинчен 5 процент ытларах. Михаил Игнатьев хуçалăхра тăрăшакансем пĕлсе ĕçленине асăннă. «Çĕр эффективлă ертӳçĕсене кĕтет.  Аграри бизнесĕ паянхи пурнăçшăн меллĕ. Ял хуçалăх таварĕсене халăх ыйтать, хаксем те вырăнлă», - тесе палăртнă вăл. Уй-хирти ĕçсене пăхса тухнă хыççăн, Вăрнар районĕнчи ял хуçалăх пайĕнчи ертӳçĕсемпе, ветерансемпе тĕрлĕ специалистсемпе курнăçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă.   Калаçу вăхăтĕнче çĕрсем пирки  те сăмах пуçарнă. Чăваш Республикин АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ Петр Ивантаев тĕлпулăва пухăннисен ячĕпе çакăн йышши мероприятисем йĕркелени, малашнехи ĕçре çирĕп кăмăлпа ĕçлеме, тухăçа туллин пуçтарса кĕртме вăй-хăват кӳнине асăннă. Пĕрле  тăрăшса ĕçлесен, ял хуçалăх пайне тата та  вăйлăрах аталантарса пыма май пулассине шанса каланă. Тĕплĕнрех



18 июля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter