Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ачасен инте­ресĕсемшӗн 2012-2017 ҫулсенче тумалли ӗҫсен наци стратегине пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăç­лакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ачасен инте­ресĕсемшӗн 2012-2017 ҫулсенче  тумалли ӗҫсен наци стратегине пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Ӑна уçнă май, Михаил Игнатьев ачасемпе çыхăннă ҫивӗч ыйтусене татса парасси ҫине патшалăхӑн, пĕтĕм обществӑн тимлĕрех пӑхмаллине палӑртнă.  Вӑл çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Общество палатин ларăвĕнче каланă сăмахсене илсе кӑтартнӑ. «Амӑш­лӑхӗпе ачалӑха пулӑшасси, ача амӑшӗпе пепкене сыхласси, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗпле­тесси – патшалӑхӑн социаллӑ политикин тӗп тӗллевӗсем пулса тăраççĕ. Вӗсене пурнăçлассишĕн пĕтĕм яваплăха туйса ĕçлемелле», - тесе палӑртнӑ асӑннӑ ларура Владимир Путин. Республикăра ҫӗнӗ ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫамрӑк ҫемьесем хӑйсен пу­рӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас енӗпе патшалӑх пулӑшӑвне ти­вӗҫеҫҫӗ, нумай ачаллӑ ҫемьесем валли пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума е хушма хуҫалӑх тытма тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса парасси, амӑ­шӗн капиталӗ, виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан паракан пособи евӗр хушма социаллӑ пулӑшу мерисем тата патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти тӗсӗ­сене палӑртакан программ­мӑсем пур­нӑҫланаҫҫӗ. «Кашни çемьен ыранхи куна шанса пурăнмалла, патшалăх пулăшу панине туймалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл докладра халăха кирлĕ пек медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйту пирки те сăмах пуçарнă. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче специалистсен çĕнĕрен те çĕнĕ технологисене тĕпе хурса ĕçлемеллине палăртнă.  «2010-2014 çулсенче республикăра 40 çӗнӗ ача сачӗ ҫӗклесе лартнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçланă, республикăра шкулчченхи тата шкул вӗренӗвӗн тытӑмӗсене ҫӗ­не­­тес ӗҫ хастарлӑн пурнӑҫланать. Асӑн­нӑ тӗллевсем валли 3 миллиард укҫа-тенкӗ тăкак­ланă.   Хевт­есӗр ача­сене пулăшу кӳресси - кашнин тивĕçӗ. Йывăрлăхсене асӑр­ха­масӑр тӑма юрамасть. Паян республикăри 3000 яхӑн тăлăх ачана çемьесене усрава илнĕ»,- тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. Вал ҫавнашкал ашшĕ-амăшĕ­сене чĕререн тав ту­нă. Пухăннисем канашлура ачасене спорта ытларах явăçтарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнă. Палăртнă ыйтупа Чăваш Республикин спорт министрĕн çумĕ  Сергей Шелтуков тĕплĕн паллаштарнă. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, регионта шкул ачисен 47 проценчĕ спортпа туслӑ. Республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче спорт шкулĕсем кирлĕ пек туллин ĕçлеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Республикинче сывă пур­нăç йĕркине тытса пыма пур услови те çителĕклĕ. Михаил Игнатьев çитĕнекен ăрăва наркотикпа иртӗхессинчен асăрхаса тӑмаллине, вĕсене спорта явӑҫтарма тăрăшмаллине каланă. Чă­ваш Республикин Министрсен Каби­нечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова 2018 ҫул тӗлне ача  ҫуратассин кӑтартӑвӗсем кăштах чакма пултарассине, ҫа­пах та демографи лару-тӑрӑвӗ виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуратакан хӗ­рарӑмсене пула лайӑх шайрах сыхланса юлассине пӗлтернӗ. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефи­мов ачасене художество пĕлӗвӗ паракан вӗренӳ учрежденийĕсем республикăра ла­йăх ĕçленине палăртнă. Ачасен инте­ресĕсемшӗн 2012-2017 ҫулсенче  тумалли ӗҫсен наци стратегийĕ пурнăçа вырăнта еплерех кĕрсе пынипе Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай районĕсен администраци пуçлă­хĕсем паллаштарнă. Михаил Игнатьев лару ӗҫне пĕтĕм­летнĕ май, малаш­лăхра тата та тухăçлăрах ĕçлеме сĕннĕ. «Раç­çей, Чăваш Ен пуласлăхĕ амӑшлӑхӗпе ачалӑха пулӑшнинчен, ача амӑшӗпе пепкене сыхланинчен, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплет­нинчен нумай килет», - тенĕ вăл.

  Тӗплӗнрех 

 



02 июля 2015
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter