Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче Çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче Çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинче пăхса тухма палăртнă тĕп ыйтусенчен пĕри - çынсене транспортпа турттарнă чухне авари тăвассинчен сыхланасси, чукун çулсем çинче асăрхануллă пулмалли, ачасене çул-йĕр правилисене пăхăнма вĕрентесси пулнă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче 2010-2014 çулсенче Чăваш Республикинче  регион шайĕнчи автомашина çулĕсене 147 çухрăм патнелле сарнине тата реконструкциленине, муниципалитетсем хушшинчи тата вырăнти пĕлтерĕшлисене 738 çухрăм тăршшĕ юсав ĕçĕсене йĕркеленине палăртнă. Федераци пĕлтерĕшлĕ çулсем ялсем çумĕпе иртеççĕ пулсан, палăртнă лаптăксене пĕтĕмпех электричество çутипе тивĕçтернине асăннă. «Çулсем урлă утса каçмалли ятарлă вырăнсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртнĕ, 25 светофор объектне хута янă. Çак ĕçсем çурран çӳрекенсемпе водительсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, çынсене аварийе лекессинчен хăтараççĕ. Кăçал пĕрремĕш çур çулта çулсем çинче транспортпа çыхăннă инкексен шучĕ курăмлăнах чакнă, ырă енне улшăнни куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Пур-пĕрех ӳсĕр водительсен айăпĕпе инкексем пулнă тĕслĕхсем пурне те пăшăрхантараççĕ. Кăçал 6 уйăх хушшинче 104  инкек пулнă, вĕсенче 19 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 152 çын аманнă. «ӳсĕр водитель руль умĕнче ларать пулсан, ку чи хăрушши.  Тепĕр хут пурне те асăрхаттарса хăваратăп, саккун умĕнче пурте пĕр тан», - тенĕ вăл.  «Кам та кам ӳсĕрле руль умне ларчĕ пулсан, вĕсене çирĕп явап тыттармалла», - тенĕ калаçăва малалла тăсса. Сăмаха май канашлура Каçал ен район администрацийĕн пуçлăхĕпе пулса иртнĕ кăлтăка та аса илнĕ. Вăл çĕртме уйăхĕнче ӳсĕрле машинăпа çӳренĕ. «Инспекторсем хăйсен ĕçне пĕлсе кирлĕ пек пурнăçланă. Айăпа кĕнисен хăйсен должноçĕнчен уйрăлма тивĕ», - палăртнă вăл. «Пирĕн водительсен, çурран çӳрекенсен культурине ӳстерме тăрăшмалла. Çул-йĕр правилисене пăхăнсан тин инкексенчен хăтăлма пулать», - тесе çирĕппĕн каланă вăл. Республикăри çулсем çинчи аварисем пирки Чăваш Республикинчи ШĔМ ÇÇХПИ пуçлăхĕ Владимир Романов тĕплĕн чарăнса тăнă. Кăçал ултă уйăх хушшинче республика территорийĕнче 712 инкеке шута илнĕ, вĕсенче 86 çын вилнĕ, 986 çын сусăрланнă. Пĕлтĕрхи çул çак тапхăртипе пăхас пулсан, машинăсем пĕр-пĕринпе хирĕçле çапăнин шучĕ 5,6 процента çити чакнă, çынсем çине кĕрсе кайнин тĕслĕхĕ 10,2 процента çити сахалланнă.  Владимир Романов инкексем ытларах çынсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе çыхăннине каланă. Çулсем çинче ачасемпе пулнă инкексен шучĕ 6,2 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Канашлăва хутшăннисем чукун çул урлă иртсе каçмалли çулсенче асăрхаттару çуттисем, фото­видеофиксаци пулмаллине асăннă. Михаил Игнатьев йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусемпе должноçри çынсене кирлĕ пек мерăсем йышăнма сĕннĕ. Владимир Романов кăçалхи çул халăха турттаракан транспортсемпе инкексем пулнă тĕслĕхсем сахалланнине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева хăйĕн докладĕнче хальхи шкул автобусĕсене пĕтĕмпех ГЛОНАСС аппарачĕпе çыхăнтарнине пĕлтернĕ, çитес çултан  кашни шкул автобусне тахографпа тата водитель карттипе тивĕçтерме палăртнине асăннă. «Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пирĕн пăхса тĕрĕслесе тăмалла. Должноçре тăракан кашни çын инкексемшĕн уйрăммăн явап тытать», - тесе палăртнă вăл. Ларура пухăннисем шкул ачисем хушшинче профилактика ĕçĕсене ытларах йĕркелесе ирттермеллине, МИХсенче çул-йĕр правилисемпе çыхăннă мероприятисем  пирки тăтăшах пĕлтерсе тăмаллине асăннă. Тĕплĕнрех



02 июля 2015
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter