Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Вăрнар районĕнче тĕрлĕ министерствăсем, хуласемпе районсен администрацийĕсен тата федераци службисен хушшинче ирттернĕ Спартакиадăна хутшăннă

 Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Вăрнар районĕнче тĕрлĕ министерствăсем, хуласемпе районсен администрацийĕсен тата федераци службисен хушшинче Спартакиадăн çуллахи мелĕпе ирттернĕ ХIV-мĕш спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Спорт уявне пухăннисене саламланă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Спартакиадăна ирттересси йăлана кĕрсе пынине асăннă. Вăл çавăн пекех спорт çынсене ĕçлеме вăй-хăват кӳнине, палăртнă ĕçсене эффективлă пурнăçлама сывлăх панине каланă. «Чăн хастаррисем, вăйлисем спортра çĕнтерччĕр. Чăваш Ен спорчĕ яланах сывă пултăр!», - тесе саламланă вăл.  Ăмăртусенче спортсменсем канат туртассипе, футболла, велосипедпа  тата çуран чупассипе, шывра ишессипе ăмăртнă. Çак кунах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем футболла вылянă. Спорт вăййисене халăх хушшинче ытларах сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Спартакиадăна спортăн 13 енĕпе  ирттереççĕ. Ăмăртусенче спортсменсене виçĕ ушкăна пайланă: пĕрисем - Чăваш Республикин патшалăх влаçĕнче тăрăшакансем, теприсем – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем тата теприсем вара – федерацин ĕç тăвакан влаç тытăмĕсенче вăй хуракансем. Канат туртассипе чи матуррисем – Каçал ен районĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ тата Чăваш Енри ШĔМ командисем пулнă.  Хутăш эстафетăра (шывра ишессипе, çуран тата велосипедпа чупассипе)  малти вырăна Вăрнар районĕ, Чăваш Республикин Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерстви тата Чăваш Енри ШĔМ тивĕçлĕ пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци команди хисеплĕ виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.  Футболла выляссипе чи хастаррисем: Шупашкар хулин ушкăнĕ, Чăваш Республикин Юстици министерстви, Федерацин Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ. Ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ăмăртусенче пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăна тухнисене наградăcем парса чысланă. «Эпир пурте пĕр командăра. Пĕрлĕхре пирĕн вăй. Влаç органĕсенче тăрăшнă май, пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев -халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстересси, Чăваш Енри социаллă экономика аталанăвне çирĕплетсе вăйлăрах аталантарса пырасси», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



20 июля 2015
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter