Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнма кандидат тесе Михаил Игнатьева регистрациленĕ

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ /ТСК/ июль уйăхĕн 20-мĕшĕнчи анлă ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланма тăратнă пĕрремĕш кандидата регистрациленĕ. Комисси членĕсем документсене тĕплĕ тишкернĕ хыççăн «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» саккунăн 27-29 статйисемпе килĕшÿллĕн «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ Чăваш Ен пуçлăхĕн должноçне йышăнма сĕннĕ, хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Васильевич Игнатьева кандидат пулса суйлава хутшăнма ирĕк панă. Ăна çав кунах пĕрремĕш номерлĕ удостоверени панă. Çавăн пекех кандидатăн шаннă çыннисене те регистрациленĕ. 

Вĕсем: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров, «АККОНД» АУП генеральнăй директорĕ Валерий Иванов, «Чебоксарские городские электрические сети» АУО генеральнăй директорĕн çумĕ Анатолий Игумнов, Лев Кураков академик, Алексей Львов предприниматель, «Тус» АХО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов, Çĕнĕ  Шупашкарти Ачасен ӳнер шкулĕн директорĕ Ольга Петрова. Тĕплĕнрех



20 июля 2015
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter