Вăрнар районĕнче çĕнĕ ФАП хута кайнă

Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Вăрнар районĕнче ФАП уçнă пулăма хутшăннă. Мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Вăрнар районĕн ертӳлĕхĕ  тата ытти çынсем пуçтарăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çак медицина çурчĕ республикăра 100 ФАП хута ярас тĕллевпе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн пурнăçланнине асăннă. «Çакăн йышши çуртсене хальхи пурнăçпа тан килĕшсе çĕклесе пыраççĕ. Чирлĕ çынсене сыватма ФАПсенче медицинăра усă курмалли пур хатĕре те  вырнаçтарнă. Паян ял халăхĕн медицина пулăшăвне илме аякра вырнаçнă больницăсене çӳремелле мар. Пурсăмăр та таса чунпа ĕçлесе пынине кура, халăх валли кирлĕ пек лайăх условисем йĕркелесе пыратпăр», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики ĕçчен те ырă çынсемпе пуян пулнине асăннă. Çакăн пек йăлана тытса пырас тĕллевпе, Чăваш Енре çынна инвестицисем хывасси патшалăх инвестици политикин яланхи тĕп çул-йĕрĕ пулса тăнине палăртнă. Ямпахтино ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Маргарита Емельянова Михаил Игнатьева, республикăра влаçра ĕçлекенсене пурне те ялта çакăн пек капмар илемлĕ ФАП хута кайнăшăн чĕререн ырласа тав тунă. Хăй вăхăтĕнче, вăл пĕлтернĕ тăрăх, фельдшер пункчĕ 1960 çулта хута кайнă имĕш. Ăна ятарласа  пĕр çын хуçалăхĕнче тытса тăнă.  1989 çулта колхоз столовăйĕнче пĕр уйрăм панă, анчах та унта питĕ сивĕ пулнă. Условисем кирлĕ пек пулман. «Тавах Сире çакăн пек хăтлă çуртшăн. Куна мĕн кирли пĕтĕмпех пур», - тесе хăй шухăшне палăртса каланă ĕç ветеранĕ.  «Ку чăннипех те пирĕншĕн уяв. Манăн пĕчĕк ача пур. Пирĕн çемьешĕн çакăн пек ФАП хута кайни, çав тери меллĕ», - тенĕ ĕç ветеранĕн сăмахĕсемпе килĕшсе калаçăва  малалла тăснă май Елена Матвеева. Хĕрлĕ лентăна каснă хыççăн, хăнасем ФАП çуртне пăхса çаврăннă. Строительство ĕçне республика хыснинчен 2 млн 636 пин тенкĕлĕх тăкакланă. ФАП Вăрнар районĕнчи виçĕ ялта пурăнакан 595 çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Федераци влаçĕ Чăваш Республикине ФАПсем хута ярассипе чи ăнăçлă ĕçлекен сакăр регион шутне кĕртнĕ. Юлашки çулсенче медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине куçкĕретех çĕнетсе пыни савăнтарать, халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси те çӳллĕ шайра пулса пырать.  Тĕплĕнрех



20 июля 2015
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter