Шкула автобуспа тивĕçтернĕ

 Кашни ачанах тивĕçлĕ те пахалăхлă пĕлÿ илме майсем туса памаллине Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсенче çирĕплетнĕ. Вĕсене тĕпе хурса районта вĕренÿ ĕçне пурнăçласа пыраççĕ те. Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн вĕренÿ учрежденийĕсене аякри ялсенче пурăнакан ачасене турттарма автобуссемпе тивĕçтерчĕç.

Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула ку енĕпе тимлĕхсĕр хăварчĕç темелле. Асăннă вĕренÿ учрежденине Вутлан, Вăрманкас, Анатри, Тури Татмăш,Тăвăш-Юнтапа ялĕсенчен 39 ача тата шкул çумĕнчи «Колобок» ача садне 25 шăпăрлан çÿреççĕ. Кирек епле çанталăкра та ачасем аслисемсĕрех шкула, киле выртакан çула такăрлатаççĕ.

Шкулăн ятарлă транспорт çукранах вĕренекенсем районти тата республикăри олимпиадăсене тухса çÿреймеççĕ. Ăс-хакăла ÿстерме экскурсисене çитсе кураймаççĕ, спорт тата культура мероприятийĕсене хутшăнаймаççĕ.

Районти депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ пулнă май депутатсен Пухăвĕнче те ку ыйтăва пĕрре мар хускатнă. 2014 çулта февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче районăн 2013 çулхи социаллă-экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ чухне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне - Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрне М. Янковские те Вутлан шкулне автобуспа тивĕçтерессине татса пама ыйтнăччĕ. Ку ыйтăва куçран вĕçертмессине пĕлтернĕччĕ. Çулталăк хушшинче нимĕнле улшăну та пулманран декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче асăннă çивĕч ыйтупа Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ патне çырупа тухрăм.

Декабрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче унран хурав илтĕм. Унта вĕренекенсене транспортпа турттарма автоçул тивĕçтернине палăртнă. Çавăнпа та асăннă ыйтăва Чăваш Республикин «2012 - 2020 çулсенче вĕренĕве аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн татса пама шантарчĕ.

Кăçал февралĕн 19-мĕшĕнче районăн 2014 çулхи социаллă-экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ чухне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрне А. Самойловăна та çÿлерех асăннă ыйту çивĕч тăнине пĕлтертĕм.

Паян ку ыйтăва татса панине палăртма та кăмăллă. Июнь уйăхĕн вĕçĕнче Вутланти вĕренÿ учрежденине шкул автобусĕ уйăрса панă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен асăннă шкула çÿрекенсем транспортпа çула тухĕç. (Элĕк районĕ)



21 июля 2015
10:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter