Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

 Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Планерка ĕçне тытăниччен, чи малтан  Михаил Игнатьев Атăлçи федераци округĕнчи Набережные Челны хулинче утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче пулнă ĕçлĕ канашлу пирки чарăнса тăнă. Палăртнă мероприятине Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ирттернĕ пулнă. Унпа пĕрле канашлу ĕçĕнче Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров, РФ энергетика Министрĕ Александр Новак тата РФ транспорт Министрĕ Максим Соколов пулнă. Канашлу вăхăтĕнче газпа усă куракан транспортсем пирки сăмах пуçарнă. Ку енĕпе ытларах инфратытăма аталантарасси çинчен канашланă, производствăра усă курăнакан техникăсене туянма пулăшупа тивĕçтересси пирки калаçу хускатнă. Михаил Игнатьев халăха илсе çӳретмелли транспортсене газ çине куçарас ĕçе малалла та пурнăçласси пирки каланă, çут çанталăк газĕпе усă курăнакан 367 единица техника туянассине пĕлтернĕ. Ыйтăва хускатнă май, регионта газпа автомашинăсене тивĕçтерекен ятарлă станцисем  сахал пулнине асăннă, уйрăмах ял тăрăхĕсенче. Кун пирки ял халăхĕ тĕлпулусенче пĕрре çеç мар сăмах пуçарнă. «Станцисене ытларах хута яма тăрăшмалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ятарлă хушăва алă пуснă. 2015 çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕнче газпа усă курăнакан техникăна туянма субсидисем парасси пирки ырă хыпара та пĕлтернĕ.   РФ регионсене пурĕ   3 млрд. тенкĕ пайласа пама йышăннă, РФ 23 субъекчĕ шутне Чăваш Республики те кĕнĕ. Чăваш Республикине техника туянма пурĕ 26 728 573,21 тенкĕ куçарса пама йышăннă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсем пирки каласа кăтартнă. Шкулсене кăçалхи çĕнĕ вĕренӳ çулĕ валли пурĕ  670 млн тенкĕ ытла укçа-тенкĕ куçарса панине асăннă. Ытларах пулăшу спортзалсене модернизацилеме тата юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме куçĕ. Вĕрентӳ хатĕрĕсене туянасси çине те тимлĕх уйăрнă. Шкул автобусĕсене çĕнетес ыйту та кун йĕркинчех пулнă. Кăçалхи çул 2006 çулта илнĕ шкул автобусĕсене пĕтĕмпех пăрахăçланă, вĕсене çĕннисемпе улăштарнă. Çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсене хута ярас ĕç малалла та пырать. Çитес вăхăтра Шупашкар районĕнче çĕнĕ шкул хута кайĕ. Каçал ен районĕнче те шкул хăпартас ĕç хĕрӳ пырать. 2015 çулта çичĕ ача сачĕ хута яма палăртнă. Михаил Игнатьев 2016 çулта ППЭ тытакансене валли онлайн-трансляци йĕркелеме сĕннĕ, ку енĕпе пирĕн регион пилотлă проекта кĕрсе юлнă. Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисен администрацийĕсен ертӳçисем шкулсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленнин ĕçĕпе паллаштарнă. Олег Бирюков хăйĕн докладĕнче хулара темиçе çул хушшинче пуçласа ача сачĕсенче кăнтăр пайĕнче хӳтĕленмелли ятарлă вырăнсене юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернине асăннă. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хулара ача сачĕсен тăватă çуртне тирпейлесе юсав ĕçĕсене пурнăçланине палăртнă. Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов хулари çуртсем таврашĕнчи çулсене юсав ĕçĕсене ирттерни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Хулара çулсене юсас ĕçе 2011 çулта пуçланă пулнă. Виçĕ çул хушшинче 964 çур таврашĕнчи çулсене тирпейлесе илем кӳртнĕ. 2015 çулта тата та 134 çуртсен таврашĕнчи çулсене сарма палăртса хунă, вĕсене валли пурĕ 102 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Сарнă çулсене тăтăшах пахалăхне тĕрĕслесех тăнине асăнса хăварнă. «Чувашупрдор» КУ çул-йĕр лабораторийĕ Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар районĕпе Тăвай районĕнчи тата  Çĕнĕ  Шупашкарти çулсене тăтăшах тухса тĕрĕсленине асăннă. Енчен те кăлтăксем тупсан, вăхăтра вĕсене сирсе ярассипе те тимлĕн ĕçленине каланă министр. «Паян, чи кирли подрядчиксем хăйсем çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлани тата вăхăтра тивĕçтерни», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев. Çĕрпӳри Пысăк Çавал кĕперĕ пирки те канашлура сăмах пуçарнă. Çулсем çинче пулакан машинăсен пробки пурне те йăлăхтарсах çитернине пĕр хутчен çеç мар халăх тĕлпулусенче ыйтăва хускатать. Çак ĕçе авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех вĕçлеме палăртма хушса хăварнă Михаил Игнатьев. Вырма ĕçĕсем пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина тĕплĕн каласа кăтартнă. Республикăра вырма ĕçне пиллĕк районта 15 хуçалăхра пуçланине асăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пирĕн регионта ытларах кĕрхи культурăпа ĕçлемеллине асăннă.  Вăл çакăн пекех нумаях пулмасть пăрлă çумăра пула хуçалăхсем инкек тӳснисене пулăшу пама сĕннĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине ку енĕпе ĕç хучĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе хăварма каланă. 



21 июля 2015
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter