Вырмана, хутмалли сезона, вĕренỹ çулне хатĕрленмелле

Тăвай район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче тунтикун лару пулнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă.

Строительство, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсен тата вĕрентỹ пайĕсен начальникĕсем Т.Дьяконовапа О.Ломоносов харпăр хăй сферисенчи тĕллевсемпе паллаштарнă.

Районта 3960 тонна утă, 6800 тонна сенаж, пĕр условнăй выльăх пуçне 15,7 центнер апат единици хатĕрленĕ. Витесене хĕле, техникăна вырмана хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Ытти информацисем пирки те сăмах пуçарнă район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн ертỹçи Валерий Чайкин.

Социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн тĕп специалисчĕ Владислав Павлов, полици уйрăмĕн пуçлăхĕ Вениамин Обаськин, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова тухса калаçнă. Ытти актуаллă ыйтусене те сỹтсе явнă ларура.

Г.ЕГОРОВА.



21 июля 2015
13:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter