Михаил Игнатьев Кванджу хулинче Пĕтĕм тĕнче шайĕнче ирттернĕ çуллахи XXVIII-мĕш Универсиадăна хутшăннă спортсменсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулнă

 Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Кванджу хулинче Пĕтĕм тĕнче шайĕнче ирттернĕ çуллахи XXVIII-мĕш Универсиадăна хутшăннă спортсменсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулнă. Тĕлпулăва Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, олимп чемпионки Елена Николаева, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан  Сергей Тасков тата Шупашкарти политехника институчĕн директорĕ Александр Агафонов хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев  Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăра Раççейĕн пĕрлештернĕ командишĕн ăнăçлă ăмăртнăшăн ырласа тав тунă. «Пĕтĕм тĕнчери çуллахи  XXVIII-мĕш Универсиада пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эсир çĕршыв, республика ятне Пĕтĕм тĕнче шайĕнче çӳле çĕклеме пултартăр. Эсир, пирĕн спортсменсен çитĕнĕвĕсене ӳстерсе пыратăр. Çитĕнекен ăру сирĕн ăнăçусене, хисепе курса çитĕнет. Палăртнă çитĕнӳсемпе лăпланса лармалла мар, хăвăра тата та спортра ӳстерсе пыма, олимп чемпионĕ пулма тăрăшăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Спортсменсем хăйсен çитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартнă, Михаил Игнатьева спорта аталанма витĕм кӳнĕшĕн чĕререн ырласа тав тунă. Полина Федорова  Раççей спорт мастерĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен студент тĕнче шайĕнче ирттернĕ ăмăртусенче виçĕ хутчен медале тивĕçлĕ пулнă. «Чăваш Енре спорт сооруженийĕсене тăтăшах хута яраççĕ. Шăпах та, Эсир пулăшнине кура, эпир хамăр тăван хулара Универсиадăна хатĕрленме пултартăмăр», - тенĕ вăл.  «Спортра çитĕнӳсем тата выляса яни пулать. Чи кирли характер пулмалла. Парăнмалла мар. Эсир, чăннипех те хисепе тивĕç», - тесе палăртса каланă Чăваш Республикин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев. Аса илтеретпĕр: çуллахи тапхăрпа ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери XXVIII-мĕш Универсиадăра Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче Чăваш Республикинчен тăватă спортсменка пулнă. Полина Федорова  гимнастика енĕпе виçĕ медале тивĕçнĕ, вĕсенчен иккĕшĕ ылтăн, тепри – кĕмĕл медаль. Марина Пандакова спортсменка хăвăр утассипе маттур пулнă, 20 çухрăма утса кĕмĕл медале тивĕçнĕ, ушкăнăн команда зачетенче  ылтăн медале илнĕ. Наталья Григорьева 800 м дистанцире чупса 9-мĕш вырăна тухнă. Катерина Федотова çӳллĕшне сикессипе 7-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмпе Чăваш Ен спортсменкисен пиллĕк медалье тивĕçнĕ, вĕсенчен виççĕшĕ ылтăн, иккĕшĕ кĕмĕл пулнă. Тĕплĕнрех



21 июля 2015
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter