Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕ Дмитрий Козак Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ видеоканашлăва Михаил Игнатьев хутшăннă

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕ Дмитрий Козак Пĕтĕм Раççей шайĕнче видеоканашлу ирттернĕ.  Кун йĕркипе килĕшӳллĕн 2015-2016-мĕш çулсенче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсене, энергетика, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне уйрăм инвестици явăçтарасси пирки канашланă. Палăртнă канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăннă. РФ вице-премьерĕ хăйĕн сăмахĕнче Раççейре çутçанталăк кĕтмен çĕртен çĕнĕлĕхсем кăларса тăратма пултарнине асăннă. Ертӳçĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрленме ыйтнă. Çурçĕр Осети-Аланире çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче шывпа пулса иртнĕ кăлтăк пирки те чарăнса тăнă. Халăхăн ĕçмелли шывăн пахалăхне çирĕп тĕрĕслеме хушнă. Раççей Правительствин Председателĕн Çумĕ халăхăн сывлăхĕпе шӳтлеме, ăна хавшатма юраманнине çирĕп асăрхаттарнă. Канашлура вăл ЖКХ тытăмне уйрăм инвестици хывасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Раççей строительство Министрĕ Михаил Мень хăйĕн докладĕнче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе ирттерекен ĕçсене ведомство тăтăшах çирĕп тĕрĕслесе тăнине пĕлтернĕ. Хăш-пĕр регионсенче ку енĕпе ĕçсем кирлĕ пек пурнăçланманнине асăннă, регионсен ернтӳçисене ыйтăва çивĕч тĕрĕслеве илме хушнă. Чăваш Республикинче çирĕплетнĕ план графикĕпе килĕшӳллĕн пĕтĕмпех ĕçе пурнăçласа пыраççĕ. Кăçалхи çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре ЖКХ тытăмĕнчи объектсене хĕллехи тапхăра кĕме 46 процента çити хатĕрлесе те çитернĕ. Пирĕн регионта халăха таса шывпа тивĕçтерес  тĕлĕшпе 2005 çултан ĕçсене пурнăçлама тытăннă. Республикăра пурăнакансенчен 80 процентне пахалăхлă шывпа тивĕçтернĕ. ЖКХ тытăмне инвестици хывас тĕлĕшпе, хальхи вăхăтра республикăри 16 муниципаллă пĕрлешӳсенче пурĕ 1745 объект ĕçне пурнăçлама 44 концесси килĕшĕвне çирĕплетнĕ.



22 июля 2015
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter