Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

 

 Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. 2016-мĕш çул  валли йышăннă тата 2017-2018 çулсем валли планпа пăхса хăварнă Чăваш Республикин республика хыснинчен  муниципаллă пĕрлешӳсене тăкаклама ирĕк паракан приоритетлă ĕçсен йĕркине  çирĕплетни çинчен калакан йышăнăва пăхса тухнă. Асăннă ĕç хутĕнче  приоритетлă 13 çул-йĕр палăртнă,  çакă Чăваш Енĕн патшалăх программисене пурнăçлама республика бюджетĕнчен субсидисемпе тивĕçтерме ирĕк парать. Калăпăр, вĕсенчен пĕри - пурăнма юрăхсăра тухнă авариллĕ çуртсенчен çынсене хăтлă хваттерсене куçарасси, тепри - çамрăк çемьесене çуртсем çĕклесе лартма пулăшасси тата ытти те.  Çак ĕçсем пурте социаллă пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче инвестици климатне лайăхлатас тата экономикăна аталанса пыма условисем йĕркелес ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрнă.  Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ пирки хатĕрленĕ прогноза тишкерсе тухнă хыççăн, Михаил Игнатьев малтанласа палăртса хунă кăтартусене çав тери пĕчĕк йышăннине асăннă. Калăпăр, çитес вăхăтсенчи ял хуçалăх тытăмĕпе çыхăннă ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсем те хальхи пурнăçпа тӳр килсе пыманнине асăннă. Тĕслĕхсемпе çийĕнчех çирĕплетсе хăварнă. Калăпăр, чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх пайĕ ӳсĕмпе ĕçлени никамшăн та вăрттăнлăх мар. Енчен те нумай çул выртакан çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртсен те кăтартусене çийĕнчех лайăхлатма пулĕ», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Богданова республикăра пурăнакан халăхсен сывлăхĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Юлашки çулсенче регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртнине кура, юлашки пиллĕк çул хушшинче вилекенсен шутне 8 процента çити чакарма май килнине асăннă вăл. Инсульт чирĕпе вилекенсен шучĕ вара 15 процента çитиех чакни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах çуралакан пепкесем сăлтавсăр пурнăçран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пачах та çук. Ку енĕпе Атăлçи федераци округĕнче пирĕн регион хисеплĕ пĕрремĕш вырăнта тăрать, Раççейри регионсем хушшинче иккĕмĕш. Рак чирĕпе чирлекенсене вăхăтрах тупса палăртассипе медицина ĕçченĕсем тимлĕн ĕçлеççĕ, ку енĕпе  те кăтарту лайăх. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче медицинăра тăрăшакансем комплекслă ĕçлесе пынине кура, юлашки виçĕ çул хушшинче нумай çул пурăнакан çынсен хисепĕ куçкĕретех ӳссе пынине каланă. Чи пахи – халăх медицина пулăшăвĕпе кăмăллă юлни. «Чирлĕ çынсемшĕн тепре чухне тухтăрсен ăшă та  ырă сăмахĕ темĕнле хаклă эмельрен те лайăх сипленме пулăшать», - тесе ахаль каламаççĕ халăхра. Ватăсене  компьютер ăсталăхне вĕрентес тĕлĕшпе социаллă хӳтлĕх паракан учрежденийĕсенче пурлăхпа техника базине куллен çĕнетсе пыраççĕ, ятарлă йышăну та çирĕплетнĕ,  кăçал программăна пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă. Кукеçре вырнаçнă ватăсен интернатĕнче юсав ĕçне йĕркелеме, Çĕмĕрле районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан пайра технологи хатĕрĕсене çĕнетме, ватăсене компьютер пĕлĕвне ӳстерме  май паракан условисене лайăхлатма палăртнă. Çак ĕçсене пĕтĕмĕшле пурнăçа кĕртме 3,381 млн тенкĕ уйăрĕç.  Ларура пухăннисем халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусем пирки те канашланă. Ку енĕпе ятарласа йышăннă патшалăх программине пурнăçа кĕртес тесе кăçалхи çул валли  пурĕ 58 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та тĕплĕн пăхса тухнă кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



22 июля 2015
19:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter