Тăлăха юлнă ачасене хваттер уççине хаваслă лару-тăрура парса чысланă

Утă уйăхĕн  21-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев тăлăха юлнă ачасене хваттер уççисене хаваслă лару-тăрура парса чысланă. Паллă пулăма Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. Чăваш Енре патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри тăлăха юлнă ачасене тивĕçлĕ пек тимлĕх уйăрасси пулнине палăртса каланă Михаил Игнатьев. «Ырă чунлă çемьесен шучĕ республикăра юлашки çулсенче ӳссех пырать. Кулленех вĕсем ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха юлнă ачасене хăйсен çемьисене илеççĕ. Регионта ачасен интернат çурчĕсем хупăнни те çакнах çирĕплетсе парать», - тесе пĕлтернĕ  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, çамрăксене хăйсен пурнăçĕнче пĕрремĕш хут хваттер илнĕ ятпа саламланă. «Эсир çакăн пек хăтлă çуртсем çинчен яланах шухăшланă. Çирĕп çемьесенче эсир хăвăрăн пепкӳсене телейлĕ тума тăрăшатăр», - тенĕ. Çак кун пурĕ  15 çĕнĕ хваттерсен уççине тăлăха юлнă çамрăксене парса хисеп тунă. Татьяна Григорьева çакăн пек хисепе тивĕçнĕшĕн хăйĕн савăнăçне пуринпе те пĕрле пайланă. Унăн пурнăçĕнче икĕ ĕмĕт пулнă: пĕри - çитĕнсен аслă пĕлӳ илесси тата тепри - хваттер туянасси пулнă. Вăл Михаил Игнатьева тăлăха юлнă ачасен шăпишĕн пăшăрханса, вĕсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тав тунă. Хыççăн Михаил Игнатьев хваттерсене пăхса çаврăннă, пурăнма куçакансемпе курнăçнă. Аса илтеретпĕр: пĕлтĕр, 2014 çулта 447 тăлăха юлнă ачана çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ, вĕсене валли пурĕ 331,8 млн. укçа уйăрнă. Кăçалхи çул республика хыснинчен пурĕ  115 млн. тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă, çак укçа 117 тăлăх ачасен хваттер ыйтăвне татса пама май парать. Тĕплĕнрех



22 июля 2015
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter