«День знаний в Новороссию!» ыр кăмăллăх акци пиншер ачана шкулта вĕренсе пĕлӳ илме май парать

 Раççей Федераци Президенчĕ çумĕнчи Ачасен прависене хӳтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăй Павел Астахов кăçал çуркунне «День знаний в Новороссию!» ыр кăмăллăх акцине пуçарнă пулнă. Пĕрремĕш класса вĕренме каякансене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ çак мероприятине. Акцине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăннă. Луганск тата Донецк халăх республикисене пулăшассине Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур çын хапăл тусах йышăннă, вĕсенчен кашни витĕм кӳме тăрăшнă. Пĕрремĕш класса çӳреме ачасене валли пурĕ 800 пин тенкĕлĕх шкул хатĕрĕсем туяннă. Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче палăртнă республикăсенчи шкул ачисене валли гуманитари пулăшăвне Мускава ăсатнă. Михаил Игнатьев ырă йăлана хутшăннă çынсене чĕререн тав тăвать. «Эпĕ чăннипех те ырă чĕреллĕ çынсем пурришĕн мăнаçланатăп. Шкул ачисене инкекре пĕччене пăрахса хăварманшăн сирĕн умăрта чун-чĕререн пуç таятăп. Çак акци пиншер ачана шкулта вĕренсе  пĕлӳ пухма май парать», - тенĕ Михаил Игнатьев.



22 июля 2015
18:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter