Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕнĕ Шупашкарта пулнă

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕнĕ Шупашкарта пулнă. Чи малтан «Компания «Зодчий» ТМЯО çитсе килнĕ, унта вăл цехра калăпланса тухакан хатĕр таварсемпе паллашнă. Организацийĕн учредителĕ Владимир Ващенок хăйĕн сăмахĕнче «Зодчий» ушкăн уйăхсерен 19 пин ытла алăк калăпланине асăннă, 100 ытла тĕрлĕ тĕслĕ тавар хатĕрленнине пĕлтернĕ.  2014 çулта вĕсем патшалăх пулăшăвне республика хыснинчен 1 млн. 165 пин тенкĕлĕх усă курнă. Çĕнĕ Шупашкарти «Зодчий» ТМЯО пĕлтĕр таварсене пурĕ 432 млн. тенкĕлĕх калăпласа кăларнă. Фабрикăра куллен 402 çын вăй хурать, вĕсен ĕç укçи вăтамран 18,5 пин тенкĕ ларать. Михаил Игнатьев предприяти хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ йышши технологисене тĕпе хурса ĕçленине кура, Раççей шайĕнче малта пыракан организацисенчен пĕри пулнине асăннă, эффективлă ĕçленĕшĕн предприятийĕнче тăрăшакансене тав сăмахĕсем каланă.«Биологи тĕлĕшĕнчен тасатакан сооруженисем» патшалăх унитари предприятийĕн ертӳçи Сергей Анисимов цехсенче вырнаçтарнă çĕнĕ оборудованисемпе паллаштарнă.  Предприятине реконструкцилес инвестици проектне  Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2020 çулччен йышăннă Стратегийĕн планне  кĕртнĕ. «Объект сооруженине модернизацилес тата реконструкцилес ĕç тапхăр тапхăрăн пурнăçланать. Çĕнĕ технологине  тĕпе хурса ĕçленине кура, предприятинче ĕçсем кирлĕ пек шайра пурнăçланса пыраççĕ. Проект ĕçне малалла та пурнăçа кĕртме тăрăшмалла», - палăртса каланă Михаил Игнатьев, çула май ĕçлекенсемпе курнăçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Хыççăн Михаил Игнатьев Винокуров урамĕнчи çуртсен таврашĕнчи çулсене пăхса çаврăннă. Вуншар çул хушши пурнăçламан ĕçсене паян пурнăçа кĕртме тытăнни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çуртсем таврашĕнче тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме пуçланă. 2012 çулта 31 çурт таврашĕнчи çулсене тирпейленĕ, 2013 çулта - 37, 2014 çулта – 20 çурт киль картисене тирпей-илем кӳртнĕ. «2012-2015 - мĕш çулсенче пурĕ 100 çурт таврашĕнчи çулсене тирпейлеме палăртса хунă. Çитес 3-4 çул хушшинче тата та  çĕр çурт киль картине тирпей-илем кĕртме палăртатпăр», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 



23 июля 2015
09:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter