Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Суту-илÿ тытăмĕн ĕçченĕсен кунӗ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин суту-илÿ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Суту-илÿ кирек хăш вăхăтра та экономика аталанăвĕн локомотивĕсенчен пĕри пулнă тата унăн социаллă пĕлтерĕшĕ те пысăк.

Кирек мĕнле бизнесăн ăнăçлăхĕ те нумай чухне суту-илÿ ĕçченĕсен професси ăсталăхĕпе, вĕсен хастарлăхĕпе, кашни клиентпа тата туянаканпа пĕр чĕлхе тупма пултарнипе çыхăннă.

Чăваш Енре суту-илÿ сфери йĕркеллĕ аталанать. Халăха нумай тĕрлĕ пулăшу ĕçĕ сĕнекен сервисăн индустрийĕ пахалăхлă çĕнĕ шая çитет. Сирĕн ĕçе пула паян республикăра пурăнакансем таварсемпе пулăшу ĕçĕсен анлă спектрĕпе усă курма пултараççĕ.

Информаци технологийĕсем аталаннăран, интернет анлă сарăлнăран суту-илĕвĕн çĕнĕ формисемпе мелĕсем вăй илчĕç. Паянхи кун республикăра 120 ытла интернет-лавкка.

Чăваш Енри потребитель рынокĕ инвестицисемшĕн илĕртÿллĕ отрасль пулса тăрать. Административлă чăрмавсене чакарассипе, бизнес пуçарăвĕсене пулăшассипе çыхăннă патшалăх политики пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармашкăн лайăх условисем йĕркелеме май парать. Лавккасенче республикăра туса илнĕ пахалăхлă та экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци ытларах сутăнма пуçларĕ. Влаç органĕсем производительсемпе тата суту-илÿ организацийĕсемпе çыхăнса ăнăçлă ĕçлени килĕшÿсем тăвассине хăвăртлатма тата вырăнта туса илнĕ таварсене ваккăн сутмалли сетьре сутассин шайне 65/ çитерме май парать.

Шансах тăратăп: суту-илÿ сферинчи пысăк конкуренци малашне те халăха кÿрекен пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерме, таварсен чи юрăхлă хакне çирĕплетме, ассортимента анлăлатма пулăшĕ.

Сире ырă кăмăллă клиентсем, тупăшсен ÿсĕмне, çĕнĕ идейăсемпе проектсене пурнăçа кĕртме, телей, сывлăх, ырă пĕтĕм пуçарура ăнăçу сунатăп!

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене

вăхăтлăх пурнăçлакан                                                                                 М.ИГНАТЬЕВ



24 июля 2015
07:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter