Федерацин Налук службине йĕркелесе янăранпа 25 çул çитнине халалланă спорт уявĕ

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарта «Спартак» стадионта, Сывлăх кунĕнче Чăваш Республикинче налук органĕнче вăй хуракансен спорт мероприятине хутшăннă. Федерацин Налук службине йĕркелесе янăранпа кăçал 25 çул çитнĕ.  Палăртнă спорт уявне шăпах та çак паллă пулăма халалланă.   Пухăннă ĕçтешсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи Марина Петрова тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă. Михаил Игнатьев спорт уявне пухăннисене саламланă май, патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - спорта аталантарасси пулнине асăннă, ку ĕç çитĕнӳсемпе те паллă пулнине каланă. «Эпир хальхи пурнăçпа тӳр килекен спорт объекчĕсене тăтăшах хута яратпăр. Юлашки çулсенче спорт тытăмне аталанма 5 млрд тенкĕ патнелле тăкакланă. Çак ĕçсене пĕр тĕллевпе пурнăçлатпăр – Чăваш Республикинче пурăнакансем пурте спорта туслă пулччĕр тесе», - каланă вăл. Налук службинче вăй хуракансене эффективлă ĕçлесе пынăшăн, спортпа яланах туслă пулнăшăн ырланă. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи Марина Петрова хăйĕн сăмахĕнче спорт çынна вăй-хăват, хастарлăх хушнине, ушкăнра ĕçлеме пулăшнине каланă.  Шăпах та çакăн пек кăмăл-туйăмлă çынсем службăра ĕçленине кура, çитĕнӳсем ĕçре анчах мар, спортра та пулнине пĕлтернĕ. Спорт уявĕнче пурĕ 500 çын хутшăннă. Спортсменсем чупассипе, канат туртассипе вăй виçнĕ, кунсăр пуçне ГТО нормине тултарас текенсем те пулнă.  Спорт мероприятийĕ пурин кăмăлне те çĕкленĕ. Тĕплĕнрех



27 июля 2015
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter