Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕрпӳ районĕпе Канаш районĕнче пулнă

 Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕрпӳ районĕпе Канаш районĕнче пулнă, хуçалăхсенчи вырма ĕçĕсемпе паллашнă. Регион ертӳçипе пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пулнă. Чи малтанах ертӳçĕсем  Çĕрпӳ районĕнчи Андрей Хорошавин фермер хуçалăх ĕçĕпе паллашнă. Хуçалăх ертӳçи çулсерен акмалли çĕр лаптăкĕсене ӳстерсе пырать. Паянхи кун тĕлне вĕсем пурĕ 3700 гектар çĕре тирпейлеççĕ, 18 тĕрлĕ ӳсен-тăран акса çитĕнтереççĕ. Вырма ĕçĕ уй-хирте хĕрӳ пырать, пурĕ  4 комбайн ĕçлет. Уйра нӳрĕке упраса хăварас тĕлĕшпе, хуçалăх виççĕмĕш çул – No-Till çĕнĕ технологине тĕпе хурса ĕçлет, тăпрара яланах кирлĕ пек нӳрĕк упранать.  Чурачăк салинче «ВДС» ТМЯО ĕçĕпе кăсăкланнă. Уй-хирте ик-виç кун каяллах 6 комбайн кĕрлет, тухăçа туллин пухса кĕртессипе çĕр ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Хуçалăх ертӳçи Анатолий Федоров пĕлтернĕ тăрăх, çурхи культурăна вĕсем 3100 гектар акса хăварнă, кĕрхине - 325 га. Уйра ĕçлекенсене вырăнтах апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, пĕр хуччен çеç мар сухаçăсен конкурсĕнче çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ механизатор  Изосим Романов Михаил Игнатьева хăйĕн шухăш-кăмăлĕ пирки каласа кăтартнă. Хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен техникăпа ĕçлеме питĕ килĕшнине, хуçалăхра вĕсене валли кирлĕ пек пур услови те çителĕклĕ пулнине пĕлтернĕ. Çак кун Михаил Игнатьев Канаш районĕнчи Караклă ялĕнчи «АСК-Канаш» ТМЯО паллашнă. Кăçал хуçалăх 800 га тулă акнă, вĕсенчен 100 гектар çĕр çинче йышăнакан тухăçа пухса кĕртме те ĕлкĕрнĕ. Çитес çул валли акса хăварма çĕрсене тирпейлессипе хĕрӳ ĕçлеççĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăйĕн сăмахĕнче  республикăра утă уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 4,5 пин  гектар çĕр çинче тухăçа пухса кĕртнине каланă, пур хуçалăхсем те вырма ĕçне пуçламаннине палăртнă, малашне çанталăк тата та аванрах пулать-ха тесе кĕтсе ларма юраманнине, май килнĕ таран хăвăртрах ĕçе кӳлĕнмеллине асăрхаттарнă. Михаил Игнатьев çĕр ĕçченĕсемшĕн лару-тăру паха пулнине, вĕсене тухăçлă ĕçлесе пыма кирлĕ пек условисем йĕркеленнине палăртнă. «Уй-хир ĕçĕсемпе эпĕ питĕ кăмăллă. Пирĕн пĕр тĕллев – лайăх çанталăкăн кашни вăхăчĕпе пĕлсе туллин усă курма тăрăшмалла», - тесе хăй шухăшне каласа хăварнă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



27 июля 2015
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter