Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республикăн Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан планеркăна ирттернĕ. Канашлу ĕçне тытăниччен чи малтан вăл пухăннисене иртнĕ эрнере Раççей Федерацийĕн финанс Министрĕпе Антон Силуановпа  тĕл пулни çинчен каласа кăтартнă. РФ финанс Министрне республика бюджечĕпе паллаштарнă Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, федераци хыснинчен региона 2015 çулта  3,2 млрд. тенкĕлĕх бюджет кредитне куçарса панине асăннă. Ĕçлĕ тĕлпулу самантĕнче вăл Раççей финанс Министрĕпе Чăваш Республикине тата та бюджет кредитне уйăрса парасси пирки калаçса килĕшнине пĕлтернĕ. «Эпир палăртнă шухăшсемпе Раççей Финанс министерстви килĕшет. Кредита илмелли условисем питĕ çирĕп, хытă. Хамăр çине илнĕ пур яваплăха та туллин пурнăçламалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Канашлăва пухăннисем вырма ĕçĕсем пирки канашланă. Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче уй-хир ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Çĕрпӳ тата Канаш районĕсенче ĕçлĕ визитпа пулни пирки чарăнса тăнă, унти вырма ĕçĕсемпе кăмăллă юлнине пĕлтернĕ.  «Тухăçа лайăх пухса кĕртес тесен, паян çĕр ĕçченĕн çанталăкăн кашни вăхăчĕпе туллин пĕлсе усă курма тăрăшмалла. Енчен те вăхăтра тыр-пула пухса кĕртмесен, тухăçа уя пăрахса хăварсан, вĕсемпе кашнинпе çирĕп мерăсем йышăнăпăр», - тесе асăрхаттарнă ертӳçĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăйĕн докладĕнче паян республикăра  тыр-пула 290,5 пин. гектар çинчен пухса кĕртмеллине палăртнă. Пысăк ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пурĕ 12,2 пин га вырнă, 22,6 пин тонна тĕшĕленĕ. Ăнăçлă ĕçлекен районсем Елчĕксем тата Каçалсем. Тухăçа пухса кĕртессипе Шупашкар, Элĕк, Вăрнар районĕсем ыттисенчен малтан пыраççĕ. «Вырмана ытларах та ытларах комбайнсене илсе тухмалла. Енчен те хуçалăхра вĕсен шучĕ сахал пулсан, ыттисенчен арендăна илсе ĕçлеттермелле. Енчен те çак ĕçе вăхăтра йĕркелесе пымасан, тухăç çухатăвне кĕтсех тăрăр», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Кĕрхи культурăна акса хăварма çĕрсене хатĕрлес ĕçе те паянах пуçламалла, вĕсене кăçал 100 пин гектар çинче акса хăварма палăртнă.  Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕнчи Çавал шывĕ урлă хуракан кĕпер ĕçĕпе кăмăллă пулман. «Шăматкун çанталăк питĕ аван тăчĕ, анчах та ĕçлекенсем пачах та объектра çук. Кунта вĕçĕмсĕр машинăсем чарăна-чарăна пĕрне-пĕри кĕтсе лараççĕ. Машинăсен юхăмĕ çынсен кăмăлне хуçать. Хуçалăха çӳрекен транспортсене те вĕсем чарса тăраççĕ. Ĕçе вăхăтра пурнăçлама шантарчĕç, анчах кăлăхах. Кирлĕ пулсан, лайăх ĕçлес тетĕр пулсан, кунне-çĕрне пăхмасăр тăрăшăр. Сире бюджетран укçа-тенкĕ куçарса панă», - тесе çирĕппĕн каланă «Волга» УПРДОР ФКУ ертӳлĕхне Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче регионта вилекенсен шутне сахаллатас тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ мероприятисем пирки тĕплĕн каласа хăварнă. Регионта çынсене вăхăтра диспансеризаци кăларнине кура, чирсене шала каяссинчен вăхăтра тупса палăртаççĕ. Сывлăх учрежденийĕсенче кулленех уçă алăксем кунне йĕркелеççĕ.  Халăх асăрхануллă пулманнине кура, хăйсен айăпĕпе те пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни сисĕнет. Шывра путса вилеççĕ, е тата эрех ĕçсе вилнисен тĕслĕхĕсем те пур. Михаил Игнатьев аптекăсенче наркăмăш шĕвеке çаплипех сутни пирки аса илнĕ. «Енчен те çынсем ăна виçĕ çул хушши ĕçеççĕ пулсан, вĕсен сываласси иккĕленӳллĕ. Вĕсене пула лайăх çемьесем арканаççĕ, ачисем тăлăха юлаççĕ. Сутакансене тупса палăртса çийĕнчех явап тыттармалла», - тенĕ регион ертӳçи. Район, хула ертӳлĕхĕпе пĕрле депутатсен те ĕçе кӳлĕнмелле. Тĕрĕслев кулленех çирĕп пулмаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева яшсене хĕсмете тăратасси пирки доклад тунă. Кăçал çуркуннехи тапхăрпа 1771 çынна салтака çар ретне ăсатнине, ĕç планне туллин пурнăçланине пĕлтернĕ.  Хĕсмете каяс маришĕн тарса çӳрекенсен шучĕ пулманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паян яшсем çĕршыва хӳтĕлес ăнлава лайăх пĕлеççĕ. Чăваш Республикин çар комиссариатĕнче яшсене салтака кайма хатĕрлекен пай пуçлăхĕ Сергей Козюра хăйĕн сăмахĕнче Канашри салтаксене пухмалли пункта тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме кăçалхи çул 47,5 млн тенкĕ куçарса парассине пĕлтернĕ. Строительство ĕçне çурла уйăхĕнче пуçлама палăртса хунă. Культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи  Юрий Васильев хăйсен сăмахĕсенче çитес вăхăтра региона Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл килесси пирки, ăна валли хатĕрленсе йĕркеленĕ ĕçсем çинчен чарăнса тăнă. Палăртнă кунсенче сумлă Патриарх регионта тăватă чиркӳре пулĕ. Ун чухне халăха валли чиркӳсем умĕнче ятарласа видеоэкрансем вырнаçтарма палăртнă. Пĕр сăмахпа каласан, кĕлĕ итлекенсемпе вулакансем  валли пур услови те йĕркеленĕ. «Çак пулăм республикăра пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăхăн 95 проценчĕ православи тĕнне пăхăнать, çак кун вуншар пин çын пухăнĕ. Мероприятине кирлĕ пек тивĕçлĕ шайра йĕркелемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.



27 июля 2015
16:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter