Паттăрсем нихăçан та халăх асĕнчен каймаççĕ, вĕсен паттăрлăхĕ манăçмасăр пирĕн асăмра упранĕ

 Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче  Чечен Республикинче пулса иртнĕ хирĕçтăрусенче хутшăнса, вăл вăхăтра хĕсметре тăнă, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă салтаксен тăванĕсемпе çывăх çыннисене ĕмĕрлĕх Паттăрлăх орденне парса чысланă. Мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикинчи федерацин тĕп инспекторĕ  Геннадий Федоров, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн ĕмĕрлĕх ордена çар тивĕçне кирлĕ пек паттăрлăх кăтартса пурнăçланă Иван Быков кĕçĕн сержант, Алексей Владимиров аслă стрелок,  Андрей Дмитриев механик-водитель тата Дмитрий Чичкуров илме тивĕçлĕ пулнă. Церемонине килнисем чăваш ывăлĕсене асăнса пĕр минутлăха шăплăха тытнă. Михаил Игнатьев Чечен вăрçинче Чăваш Енрен 11 пин  патнелле çын хутшăннине, вĕсенчен 172-шĕ ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйрăлса кайнине пĕлтернĕ. Вăл салтаксен ашшĕ-амăшĕсене хăюллă паттăрсене çитĕнтернĕшĕн  тав тунă, вĕсен  умĕнче пуç тайнă. «Сирĕн ывăлăрсемпе Чăваш Ен мăнаçланать. Вĕсем Раççей мухтавне тивĕçнĕ. Шăпах та, çакăн пек çынсем пулнăшăн пирĕн çĕршыв маттур. Салтаксен паттăрла ĕçĕсем çитĕнекен ăрушăн та пуриншĕн те яланлăхах тĕслĕх вырăнĕнче», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Регион ертӳçи патшалăх наградисене парса хисеп тунă. Вăрçăра пуç хунă салтакăн ашшĕ Николай Владимиров Тăван çĕршыв хăйĕн ывăлĕсене манманнишĕн чĕререн тухакан сăмахсем каланă. 20 çул каялла пулса иртнĕ вăрçăра Раççей тăнăçлăхне упраса хăварассишĕн пуçне хунă салтаксемпе эпир яланах  мăнаçланатпăр тесе каланă Çурçĕр Кавказ территорийĕнче пулнă салтаксен  республикăри Ветерансен пĕрлешĕвĕн председателĕ Игорь Шумиков.  Паянхи пурнăçа кун пек йывăрлăхсем ан пулччăр тесессĕн, кашнин тăнăçлăха упраса хăварассишĕн тăрăшмаллине каланă регион ертӳçи. Тĕплĕнрех



27 июля 2015
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter