Каçал ен районĕ: "Трактор" профилактика операцийĕ пуçланать

Августăн 1-31-мĕшĕсенче республикăра "Трактор" профилактикăллă операци-уйăхлăх пуçланать. Ку операцие Шалти ĕçсен министерствипе Чăваш Енри Гостехнадзор пĕрле йĕркелеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - тракторсене, хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсемпе ытти техникăна, прицепсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Тĕрĕслевсем ирттернĕ вăхăтра регистрациленмен, тĕрĕслев витĕр кăларман юсавсăр техника хатĕрĕсем çине тимлĕх уйăрĕç тата кивелнĕ техникăна утилизациллеме сĕнĕç.

Районта тĕрлĕ маркăллă 1156 техника хатĕрĕ регистрациленĕ: агропромышленноç комплексĕнче 526 техника (45 процент), вĕсенчен 82 проценчĕ техосмотр тухнă. Уйрăм çынсем 564 (районти пĕтĕмĕшле техникăн 49 проценчĕ) трактор шутланать. Вĕсенчен 38 проценчĕ çеç техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Уйрăм çынсем чылай техникăна тĕрĕслев витĕр кăларманнипе уйăхлăх вăхăтĕнче çакăн çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрăпăр. Промышленноç предприятийĕсенче тĕрлĕ маркăллă 66 техника регистрациленĕ (районти пĕтĕмĕшле техникăн 6 проценчĕ). Техосмотр витĕр 60 проценчĕ тухнă.

"Трактор" уйăхлăх вăхăтĕнче патшалăх техника тĕрĕслевĕн тата ÇÇХП инспекторĕсем ял тăрăхĕсенче рейдсем йĕркелĕç, техникăна тĕрĕслĕç.



27 июля 2015
11:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter