Чи лайăххисен йышĕнче

 

"Раççей поликлиникисем: халăха амбулатори пулăшăвĕ парассин пахалăхĕ тата юрăхлăхĕ" мультимедильлĕ пресс-конференци иртнĕ Чăваш Енре нумаях пулмасть. Унта Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова хутшăннă. Халăха амбулатори пулăшăвне паракан поликлиникăсен рейтингне тăратнă асăннă мероприятире. Унта пирĕн çĕршыври 80 регионри (çав шутра Чăваш Енри те) 1283 медицина учрежденийĕ кĕнĕ.

Ача-пăча категорийĕнче ăнăçлă поликлиникăсен чи пысăк индексне Чăваш Енре палăртнă - 9 балл, Хабаровск крайĕнче - 8,2 тата Рязань облаçĕнче - 8,4. Мускавра 8 балл тата Саратов облаçĕнче 8,1 балл параççĕ.

 



27 июля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter