Елчĕк районĕ: пурнǎç илемě – юратнǎ ěç

«Прогресс» акционерла хупǎ хуçалǎхра тǎрǎшакансен кǎмǎлě çирěп. Çутçанталǎк пулǎмěсене пǎхмасǎр уй-хирте çитěннě мěн пур тыр-пула пěр тǎкаксǎр пухса кěртессишěн халě пěтěм чун хавалěпе ěçе пикеннě вěсем. Ял хуçалǎх предприятийěн ертÿçи П.А.Скворцов çěр ěçченěн чǎтǎмлǎхěпе теветкеллěхне тивěçлипе хаклать. «Уй-хир хуçисем хǎйсене шанса панǎ яваплǎ участоксенчи ěç тухǎçлǎхěшěн чунěсене парса тǎрǎшаççě», - тет вǎл. Хуçалǎхра ěç дисциплинине çирěп йěркелесе пыма май килни колхоз ертÿçипе вǎтам сыпǎкри ертÿçěсенчен, вěсем халǎхпа пěр чěлхе тупма пěлнинчен нумай килет. Кунта иртнě çулсенчченех кадрсем тупассипе нихǎçан та çивěч ыйту тǎман. Пачах тепěр майлǎ, тěп ěçсене пурнǎçлакан механизаторсем, выльǎх-чěрлěх фермисенче тǎрǎшакансем кирек хǎш ěçе те тěплěн пурнǎçлама хǎнǎхнǎ яланхи çирěпленнě çынсем. Хире те, итем çине те пěрре  çеç мар район пуçлǎхě те, Н.П.Миллин килсех çÿрет, уй-хир ěçěсемпе, тыр-пул тухǎçлǎхěпе кǎткǎслансах тǎрать, хěрÿ ěçре пысǎк çитěнÿсем сунать.

Июль (утǎ) уйǎхěн 27-мěшě тěлне С.Марков, С.Муллин, Д. Кучков комбайнерсем уй-хир карапěн штурвалěсене алра çирěп тытса «Прогресс» акционерлǎ хупǎ хуçалǎхǎн уй-хирěнче пǎрçа вырма пуçларěç. Ăна кěске вǎхǎт хушшинче вырса, çапса пěтерсе итеме ǎсатнǎ хыççǎн çитес вǎхǎтра ыраш ани çине тухасшǎн. Комбайнсем патěнчен итем çине В.Филимоновпа А.Колсанов водительсем пǎрçана турттараççě. Итем çинчи тыр-пула вара В.Беляев водитель техникипе кěлете хываççě.

Итем çинчи мěнпур ěçе йěркелесе тǎма вара черетлě вырмара та ытти çулсенчи пекех О.Скворцова кладовщицǎна шанса панǎ. Ăна пулǎшаканě Т.Миллина весовщица. В.Марков электрикпа А.Арбузов слесарь кунти пěтěм техникǎна пǎхса, юсаса тǎраççě. Итем çинче Выйгетовсен çемье команди – Дмитрий, Алексей, Юрий пысǎк пуçаруллǎх кǎтартаççě. А.Арбузовǎпа К.Выйгетова студенткǎсем тǎван колхоза пулǎшас ěçре палǎрса тǎраççě. Ир пуçласа каçчен итем çинче тырǎ сǎвǎрнǎ, алланнǎ çěрте кашни сехетпе тухǎçлǎ усǎ курса тǎрǎшса ěçлеççě. Патреккелти культура çурчěн тата ялти вулавǎшри ěçченсем вěсен кашни кунхи ěçěпе интересленсе «Çиçěм» информаци плакатěнче палǎртаççě. Агитбудкǎра вěсене çěнě хаçат-журналпа, кǎçалхи çул литература тата чǎвашсен паллǎ поэчěн, К.В.Ивановǎн  çулталǎкě пулнǎ май интереслě те кǎсǎк содержаниллě кěнекесемпе паллаштарса тǎраççě. «Пурнǎç илемě – юратнǎ ěçре кун иртнине сисмесěр ěçлени», - теççěуй-хир тата культура ěçченěсем.



28 июля 2015
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter