Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» предприятийĕнче пулнă

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» предприятине çитсе килнĕ. Унпа пĕрле Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков пулнă. «Химпром» республикăри чи пысăк предприятисенчен пĕри. Хальхи вăхăтра предприятийĕн тытăмĕнче çĕнĕ инвестици проекчĕ пурнăçланать. Ăна 2017 çулта пĕрремĕш çур çуллăхра ĕçе кĕртме палăртса хунă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев 50-мĕш №-лĕ цех ĕçĕпе кăсăкланнă, предприятинче тăрăшакансемпе калаçнă. Римма Назарова аппаратчица «Химпром» предприятире 30 çул ĕçленине асăннă, хăйĕн ĕçне чунтан юратнине каланă. «Предприятийĕн пуласлăхĕ яланах пысăк пулнă. Хăй вăхăтĕнче нумай çул каялла ĕç укçине те вăхăтра илеймен, анчах та эпир чăтнă. Халĕ вара пĕтĕмпех йĕркеллĕ, ĕçлеме кăмăл пысăк», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев предприятинче ытларах  ĕç династийĕ пуррине палăртнă. «Химпромăн çулсерен ĕç кăтартăвĕ лайăхланса пырать. Паян эпĕ хам куçпа курса ĕнентĕм, 50-мĕш №-лĕ цех ĕçленине, çынсем ĕçсĕр тăрса юлман. Хăрушсăрлăхран сыхланас тĕлĕшпе те предприятинче пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнине калама пултаратăп», - тенĕ вăл. «Эпĕ, сире шанатăп, тăрăшса ĕçленине кура, предприяти тата та çирĕп аталанса, хăйĕн ĕç кăтартăвĕсене кирлĕ пек шайра тытса пырасса», - тенĕ калаçăва малалла тăсса Михаил Игнатьев. Çула май, пĕр килнĕ пек чухне предприятийĕнче ĕçлекенсен ыйтăвĕсем çине те хурав панă, хăшĕсене çирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Кунта тăрăшакансене ытларах амăшĕн капиталĕпе çыхăннă ыйтусем, сывлăх сыхлавĕн кадр ыйтăвĕсем, нумай ачаллă çемьесене пулăшупа тивĕçтересси, ача сачĕсем тата çавăн пекех çĕнĕ Шупашкар хулинче тавралăха тирпей–илем кӳртес ыйту та хумхантарнă вĕсене. Тĕплĕнрех



28 июля 2015
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter