"Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн 6-мĕш кăларăмĕ эфира тухать

Июлĕн 28-мĕшĕнче "Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн 6-мĕш кăларăмĕ эфира тухать. Ку вăл "Чувашия" ГТРКн, Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн тата "Советская Чувашия" хаçатăн пĕрлехи проекчĕ.

Хальхинче обществăлла транспорт тĕп тимлĕхре пулĕ. Телекуравçăсем пассажирсем турттаракан авто тата авиатранспорт организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлĕç, хулари тĕп транспорт предприятийĕсенче пулса Чăваш Енри пассажирсене тивĕçтерекен сферăри чи лайăх ĕçченсемпе паллашĕç.

Отрасль аталанăвĕ, проблемисемпе малашлăхĕ çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Леонид Никитин журналистпа калаçнинчен пĕлĕç.

"Пирĕн Республика. Тĕп тема" телепрограммăна июлĕн 28-мĕшĕнче "Россия-24" телеканалăн регионти эфирĕнче 19 сехет те 25 минутра тата Чăваш наци телевиденийĕпе 20 сехет те 30 минутра пăхма пулать.



28 июля 2015
10:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter