Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев çынсене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Федераци Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пӳлĕмĕнче çынсене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Шупашкар районĕнче пурăнакан Екатерина Ивановăна Кукеçре Çутă, Инçет, Кедр, Çурхи çĕнĕ урамсене газ кĕртмен ыйту пăшăрхантарнă. Нумай ачаллă çемьесем çĕр лаптăкĕсене илсе хăйсене валли çурт-йĕр çавăрнă, анчах та газ кĕртмен пирки пурăнма куçайманнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев ыйтăва итленĕ хыççăн ăна çапла хуравланă: «Патшалăх политикин приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри – нумай ачаллă çемьесене пулăшасси. Чăваш Республикинче газ кĕртес программăпа килĕшӳллĕн урамсене газ илсе çитерме проектпа смета ĕç хучĕсене пĕтĕмпех йĕркелесе çитернĕ, патшалăх экспертизи витĕр кăларнă. Строительство ĕçĕ кăçал тытăнмалла, вырăнти администрацийĕн ĕç-пуçа çирĕп тĕрĕслесе тăмалла. 2016 çулăн пĕрремĕш çур çуллăхĕнче ыйтăва пĕтĕмпех татса памалла», - тенĕ.  Елчĕкре Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакан Алексей Петров хваттер ыйтăвĕпе килнĕ. Вăл тăлăх пулнă пирки, хваттере ашшĕ-амăшĕсен хӳтлĕхĕсĕр юлнă патшалăх программипе килĕшӳллĕн илесшĕн. Михаил Игнатьев ăна та çийĕнчех хуравне панă. «2015 çулта республика хăйĕн укçи-тенки шучĕпе кăна тăлăх ачасен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма каякан тăкаксем валли укçа-тенкĕ уйăрассине çулсерен ӳстерсех пырать, халĕ унăн калăпăшĕ 114,99 млн. тенкĕпе танлашать, вĕсенчен Елчĕк районне 2,5 млн.  тенкĕ ытла уйăрнă», - тенĕ. Алексей Петров кăçалах çак программăпа хваттер илесси паллă, тен пĕтĕмпех аван пулсан хĕлле Елчĕкри Мир урамĕнчи 22-мĕш çурта пурăнма та куçĕ. Канаш районĕнче Шăхасанта пурăнакан Волковсен çемьине те хваттер ыйтăвĕ хумхантарнă.  Вĕсем çемьере пиллĕк ача пăхса çитĕнтереççĕ. 2011 çултанпа хваттер ыйтăвĕ татăласси пирки хурава чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хăйсем каланă тăрăх, районта вĕсем хваттер илмелли черетре пĕрремĕш тăраççĕ. «Кашни çул республика хыснинчен районсемпе хуласене кирлĕ пек укçа-тенкĕ уйăратпăр, 2015 çулта та республика хыснинче  85,8 млн.  тенкĕ пăхса хăварнă», - тенĕ регион ертӳçи. Çемьен кăçалах çĕнĕ çула çĕнĕ хваттере куçас шанăç пур. Элĕк районĕнче пурăнакансене çул-йĕр ыйтăвĕ канăçсĕрлетнĕ, вăл шутра Ирина Митрофановăна та. Михаил Игнатьев Элĕк районне кăçалхи çул автомашина çулĕсене сарса тирпейлеме  республика бюджетĕнчен 34 млн. тенкĕ ытла укçа уйăрнине каланă, кăçал хĕллене кĕриччен  Вутлан ялĕнчи Мир тата Зеленая урамĕсенчи автомашина çулĕсене пĕтĕмпех сарса пĕтересси пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Шупашкарта пурăнакан Вера Афанасьева, Университет урамĕнче 8-мĕш çуртра пурăнакансен ячĕпе Михаил Игнатьева тав сăмахĕсем калама килнĕ. «Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тата вĕсен патне пымалли çулсене тĕпрен юсамалли программа питĕ аван пурнăçланать, ăна халăх хĕрӳллĕн ырлать», - тенĕ вăл. Вера Афанасьева пĕр килнĕ пек чухне çуртсен картишĕнче спорт площадкине йĕркелеме май пуррипе çуккине ыйтса пĕлнĕ. Ачасене футбол выляма ятарлă вырăн туса парсан та аван пулнă пулĕччĕ тенĕ. Михаил Игнатьев унăн шăхăшĕпе килĕшнĕ, программа малашне те йĕркеллĕн ĕçе кĕрсе пырассине, Правительство хăй çине илнĕ тивĕçсене пурне те туллин пурнăçлассине  каланă. Тĕплĕнрех           



29 июля 2015
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter