Михаил Игнатьев республикăри пысăк предприятисене çитсе килнĕ

Çĕршывра экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах мар тăнине кура, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республикăри предприятисене çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕпе паллашнă. Чи малтан ертӳçĕсем «Научно-производственное объединение «Каскад» АО пулнă. Михаил Игнатьевпа пĕрле çул çӳреве пĕрле Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ Виталий Емельянов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тухнă. Хăнасем предприятийĕн производство цехĕсемпе кăсăкланнă. Организаци тупăшпа ĕçлесе пыни куçкĕретех. Кăçалхи ĕç кăтартăвĕ пĕлтĕрхинчен 12 хут пысăкрах пулни сисĕнет. «Каскад» НПО директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Козлов хăйĕн сăмахĕнче предприяти çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене туянма палăртнине пĕлтернĕ. Енчен те мĕн ĕмĕтленни пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсен, çынсене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕç, производство калăпăшĕ ӳсĕ. Хальхи вăхăтра кунта 80 çын вăй хурать, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ĕçлекенсен ĕç укçин виçи 10 процента çити ӳсни вĕсене тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать. Суту-илӳ енĕпе ĕçлекен пай специалистчĕ Татьяна Алексеева хăйĕн сăмахĕнче предприяти социаллă политикăна çирĕп тытса пынине каланă. Организацинче ĕçлекенсем тӳлевсĕр тĕрлĕ спорт секцине çӳренине пĕлтернĕ, пирус туртманнисене хавхалантарма пылак улма-çырлапа тивĕçтернине каланă. Кăтарту та куç умĕнчех – пирус туртакансем предприятире пачах çук. «Каскад» организацире тĕрлĕ электротехника тата ытти таварĕсене калăплассипе куллен ĕçлеççĕ. Борис Шехтер директор пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен патĕнчи таварсем ют çĕршывра калăпланакан хатĕрсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине асăннă, пахалăхĕ енчен аванрах та пулнине каланă. Михаил Игнатьев предприяти çитĕнĕвĕсем пирки уйрăммăн палăртса хăварнă. «Чи пахи, кунта тĕрлĕ тавар калăплать. Таварсем  Раççей экономикин стратегилле отраслĕсенче ют çĕршыв продукцине ăнăçлăн улăштараççĕ. Уйрăммăн хăш-пĕр таварсене илес пулсан, вĕсене Раççейĕпе илес пулсан пĕр предприятире  урăх тирпейлемеççĕ», - тенĕ регион ертӳçи. Вĕсен таварĕсем Siemens, ABB, SchneiderElectric тĕнчере паллă компанисен хатĕрĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманни, пĕр шайра пулни савăнтарать. Таварсене туянас текенсен шучĕ çулсерен ӳссех пырать. Михаил Игнатьев предприятине çул çӳревпе Баварирен килнĕ Wieland Electric GmbH компанийĕн директорĕпе Эрвин Валек курнăçнă, пĕрле проектсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  Михаил Игнатьев регион инвестици тĕлĕшĕнчен илĕртӳллĕ пулнине асăннă. Юлашки çулсенче республикăна хăйсен бизнесне ĕçе кĕртме ют çĕршывран  пиллĕк инвестор килнине пĕлтернĕ. «Пирĕн чăвашра ылттăн та çĕр айĕнче пурлăх та çук, анчах та çынна инвестици хывасси пирĕн патшалăх инвестици политикин яланхи тĕп çул-йĕрĕ пулса тăрать», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăснă май. Эрвин Валек хăйĕн сăмахĕнче регион ертӳçин шухăшĕпе килĕшнĕ. Вĕсен те Баваринче çĕр айĕнче пуянлăх çуккине асăннă сумлă хăна. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлени экономика тĕлĕшĕнчен аван пулассине палăртнă. Хыççăн Михаил Игнатьев «ЭЛАРА» АХО  çул тытнă. Предприяти ертӳçи Андрей Углов юлашки пиллĕк çул хушшинче организаци самаях ураланнине каланă, производство калăпăшĕ ӳснине пĕлтернĕ. Регион ертӳçине, влаçри çынсене республикăри  предприятисене ĕçлеме витĕм кӳнĕшĕн чĕререн тав тунă. Михаил Игнатьев асăннă предприяти ăнăçлă аталанса пынине каланă. «Маларах çулхисемпе танлаштарсан, паян чăннипех те «ЭЛАРА»  чипер ĕçлет, чукун çул отраслĕсен нушисем валли çĕнĕ продукци туса кăлараççĕ. Кунта пĕтĕмпех çĕнĕ технологисене тĕпе хунă,  ĕç хатĕрĕсем те хальхи пурнăçпа килĕшсе тăраççĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, ĕçлеме пур услови те пур», - тенĕ вăл. Предприятинче 4 пин ытла çын вăй хурать, вĕсем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă. Михаил Игнатьев ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă,  хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Çынсене ытларах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем канăçсĕрлетнĕ, çав вăхăтрах нумай ачаллă çемьесене пулăшусемпе тивĕçтересси, хулана тирпей-илем кĕртесси тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те хускатнă. Михаил Игнатьев пур ыйтăва та тивĕçлĕ хуравсем панă. Тĕплĕнрех



29 июля 2015
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter