Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн коллеги ларăвне хутшăннă

Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан  Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн коллеги ларăвне хутшăннă. Михаил Игнатьев Следстви комитечĕн ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă,  Раççейре вĕсен уявне утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тунă. «Эсир обществăна пĕр тан лайăх аталанса пыма,  тăнăçлăха упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшатăр. Яланах оперативлă ĕçлетĕр, хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлатăр», - тенĕ регион ертӳçи. Вăл çавăн пекех Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри  Следстви управленийĕ республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территори тытăмĕнче вăй хуракансемпе тата ытти тĕрлĕ службăсемпе ăнланса эффективлă ĕçлесе пынине кура, йĕркене пăсакансен шучĕ курăмлăнах чакса пынине палăртнă.  Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республики коррупцие хирĕç кĕрешессипе йĕркелесе ирттерес мероприятисемпе пилотлă регион шутне кĕнине  аса илсе хăварнă. Коррупци ытларах çĕрсемпе çыхăннă ыйтусене татса панă чухне тата ытти хăш-пĕр ĕçсенче çиеле тухать.   Паллах, регионта ку енĕпе çирĕп тĕрĕслев пырать, анчах та çитменлĕхсем пур, должноçри çынсем йĕркене пăснă тĕслĕхсем пур. Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн кăçалхи çур çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе палăртнă службăн ертӳçин пĕрремĕш çумĕ Анатолий Митин доклад тунă. Михаил Игнатьев служба ĕçченĕсене патшалăх умĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе хисепе тивĕçнисене наградăсем парса чысланă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрист ятне Етĕрнери Следстви уйрăмĕн ертӳçине  Николай Яковлева панă. Хисепе тивĕçнисем шутĕнче юстици полковникĕсем те пур, вĕсем Андрей Ларионовпа Павел Царев. Тĕплĕнрех



29 июля 2015
13:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter