Вăрнар районĕ: кун ыйтăвĕсемпе

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ирттернĕ черетлĕ планеркăра малтанах район администрацийĕн тавар туянас ĕçĕн тата тивĕçтерĕвĕсен пайĕн пуçлăхне Анатолий Иванова итлерĕç.

Ку пай кăçалхи январьтен ĕçлет. Штатра виçĕ çын. Вăл контрактсем, торгисемпе аукционсем хыççăн килĕшÿсем çирĕплетессипе ĕçлет. Ултă уйăхра 60 млн ытла тенкĕлĕх 1589 контракт çырнă.

Хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламан подрядчиксем те пур, контракта тăсса янисем çиччĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов вырма ĕçĕпе паллаштарчĕ. Тухăç пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех, анчах та пĕтĕмĕшле пухăм 40 пин тоннăран кая мар пулас шанăç пур.

Хуçалăхсенче кĕрхисем валли çĕр хатĕрлессипе те тимлеççĕ. Хальлĕхе планланă 5200 гектартан 3500 гектарне «хуратнă».

Ларура çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ тата районта пулакан микроперепись, «сăрă» ĕç рынокне пĕтересси, фельдшерпа акушер пункчĕсен строительстви тата ытти пирки калаçрĕç.



29 июля 2015
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter