Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура керменĕнче «2014 çулхи чи лайăх Хĕрарăм канашĕ» республикăри конкурс пĕтĕмлетĕвне халалласа савăнăçлă уяв ирттернĕ

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Светлана Юрьевнăпа  Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура керменĕнче «2014 çулхи  чи лайăх Хĕрарăм канашĕ» республикăри конкурс пĕтĕмлетĕвне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Уява çакăн пекех Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Михеев, Шупашкар хула Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов, Çĕнĕ Шупашкар ертӳлĕхĕ пуçтарăннă. Уяв мероприятийĕн чи сумлă хăни Раççей Минздравĕн акушер-гинекологĕ, медицина наукин докторĕ, педагог, профессор, В.И. Кулаков академик ячĕллĕ  Акушери, гинекологипе перинатологи  наука центрĕнче оперативлă гинегологи уйрăмĕн ертӳçи, Лейла Адамян пулнă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан пур хĕрарăма та чĕререн тав тунă, вĕсем хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланине палăртнă. «Республикăри Хĕрарăмсен канашĕ чи активлă ĕçлекен общество организацийĕ. Эсир яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçре пысăк витĕмлĕх кӳретĕр. Кашни çемьере тăнăçлăх, килĕшӳпе юрату хуçалантăр тесе сахал мар вăй хуратăр. Кирек епле лару-тăрура та эсир яланах савăк кăмăл парнелеме пĕлетĕр, пуринпе те тарават», - тесе палăртнă вăл. Малашне те Чăваш Ен Правительстви амăшĕсене, вĕсен пепкисене пулăшасса каланă. Хыççăн республикăри чи лайăх Хĕрарăм канашĕсене  тĕрлĕ номинацисенче хисепе тивĕçнисене, наградăсем парса хавхалантарнă. 2014 çулхи чи лайăх Хĕрарăм канашĕ хисеплĕ ята Çĕнĕ Шупашкарти организаци çĕнсе илнĕ. Çакăн пекех уявра республика тивĕçне Раççей шайĕнче хӳтĕлесе мала тухнисене те саламланă. Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева Михаил Игнатьева вĕсен ĕçне яланах пулăшу кӳнĕшĕн ырласа  тав тунă. Хисеплĕ хăна Лейла Адамян Михаил Игнатьева çапла каланă: «Эсир чăннипех те вăйлă çын. Чи лайăххи, Сире халăх ырă, хаваслă кăмăл-туйăмпа, юрă-ташăпа кĕтсе илни. Çак савăнăçлă кулăна упраса хăварасси - пĕтĕмпех Сирĕн килет, Сирĕн аллăрта. Эсир ăна пултаратăр», - тенĕ вăл. Уяв каçĕ хаваслă юрă-ташăпа вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



03 июля 2015
21:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter