Каçал ен районĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» традицине кĕнĕ ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетнĕ

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Каçал ен районĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» традицине кĕнĕ ыр кăмăллăх марафонне хаваслă лару-тăрура пĕтĕмлетӳ тунă пулăма  хутшăннă. Михаил Игнатьев ачасен йывăрлăхĕ çине тимлĕх уйăрас ĕçе общество организацийĕсене те явăçтарни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Михаил Игнатьев пухăннă мĕн-пур çынна  çак акцине хутшăнма кăмăл тунăшăн чун-чĕререн тав тунă. «Çак ырă пуçарăва тĕпе хурса çулсерен пĕтĕм тĕнчипех ачасене пулăшас тесе витĕм  кӳме тăрăшатпăр.  Кăçал та регион айăккинче тăрса юлмарĕ, пурĕ 7 млн. 130 пин пуçтарнă. Ырă ĕç пурнăçлас тесессĕн – кашнин уçă чĕреллĕ пулмалла», -  тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев.   Ку тăрăхра пурăнакансем ачасен пухмачне пурĕ 330 пин тенкĕ пухнă, ку кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан, виçĕ хут та ытларах. Фонд чăннипех пархатарлă та сумлă тивĕçе пурнăçлать: çак тапхăрта вăл çĕр-çĕр хевтесĕре, тăлăха, ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă шăпăрлана, йывăр чирпе нушаланакан çул çитмен çамрăка ураланма пулăшнă, уйрăмах пултаруллă ачасене ĕмĕчĕсенчи тĕллевĕсене çĕнсе илмешкĕн май туса панă. Михаил Игнатьев кашни кунах ачасене тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Раççей ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕн йĕркелӳ комитечĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов хăйĕн тав сăмахĕнче палăртнă акцине кăçалхи çул 1 пин те 674 çын хутшăнма кăмăл тунине асăннă.  «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – ачасене пулăшма  кашнин чĕринче хĕлхем чĕртесси», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăснă май, Михаил Игнатьева çак акцине хутшăннăшăн ырласа тав тунă.  Çак кун Григорьевсен çемьине çемье тĕрекне ураса пынăшăн, тăлăх ачасене усрава илсе тĕрĕс-тĕкел, ăс парса  çитĕнтернĕшĕн Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Сăвап туни сăваппа таврăнать. Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, эсир те ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн ырă тума ан манăр. Тĕплĕнрех



30 июля 2015
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter