Михаил Игнатьев Дубовка ялĕнче çĕнĕ ФАП уçнă пулăма хутшăннă

 Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Каçал ен районĕнче пулнă. Паян унта вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсемпе, вырма ĕçĕпе паллашнă, вырăнти халăхпа курнăçнă.  Михаил Игнатьев Дубовка ялĕнче çĕнĕ ФАП уçнă пулăма хутшăннă.   Мероприятие Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯП генеральнăй директорĕ – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ  Кияметдин Мифтахутдинов, район ертӳлĕхĕ тата ытти çынсем пуçтарăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республика ертӳлĕхĕ ялсене пулăшас тĕллевпе сахал мар ĕçленине асăннă, Правительство хăй çине илнĕ пур яваплăха та туллин пурнăçланине каланă. ФАП çĕклесе лартас программăпа килĕшӳллĕн республикăра кăçал çурла уйăхĕнче 100-мĕш объект хута кайĕ. «Эпĕ йышăннă Указ республикăра вырнаçнă ялсенчи кашни 5-мĕш медицина пунктне çĕнĕрен çĕнетсе çĕклесе лартма ирĕк пачĕ», - тенĕ вăл. Юлашки çулсенче медицина тытăмĕнчи пурлăхпа техника базине çĕнĕрен улăштарнă. Федераци влаçĕ Чăваш Республикине ФАПсем аталантарассипе чи лайăх сакăр регион шутне кĕртнĕ. Михаил Игнатьев ФАП уçăлни ялта пурăнакансемшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Чирлесен ватăсен аякка тухса çӳреме кирлĕ мар, вырăнтах сипленме пулать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Дубовка ялĕнче пурăнакан Сергей Совин ялта пурăнакансен ячĕпе çакăн пек пысăк, илĕртӳллĕ те чаплă ФАП хута кайнăшăн, республика ертӳлĕхне тав тунă. Ялта пурăнакансем çак пулăма чăтăмсăррăн кĕтнĕ пулнă. Савăнăçлă лару-тăру хыççăн, пухăннă хăнасем çĕнĕ ФАПри пӳлĕмсене пăхса çаврăннă, васкавлă пулăшу памалли хатĕрсемпе кăсăкланнă. Пĕр сăмахпа каласан çĕнĕ учрежденире çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме çав тери меллĕ, пур услови те пур. Кунта çынсем  çывăхри виçĕ ялтан çӳреме пуçлĕç. «Пурин те пĕр тĕллев  пулмалла – халăха тивĕçлĕ пулăшу парасси тенĕ», - Михаил Игнатьев, ФАП ертӳçине Людмила Красновăна ĕçре ăнăçусем суннă. Палăртнă объект ĕçне республика хыснинчен 2 млн. тенкĕлĕх тăкакланă. Тĕплĕнрех



30 июля 2015
14:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter