Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Каçал ен районĕнче «Агрофирма «Комсомольские овощи» ТМЯП пулнă

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Каçал ен районĕнче «Агрофирма «Комсомольские овощи» ТМЯП пулнă,  хуçалăхри уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă, ир пулакан çĕр улми тата кишĕр анисенче халăхпа тĕл пулса калаçнă.  Регион ертӳçипе пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Каçал ен районĕн пуçлăхĕ   Евгений   Карпеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев тата ытти официаллă çынсем пулнă.   Хуçалăх ертӳçи Хасиятуллы Идиатуллин хăйĕн сăмахĕнче уй-хирте акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕсене çулсеренех ӳстерсе пынине палăртнă. Кăçал вĕсен усă курмалли çĕр лаптăкĕсен калăпăшĕ 179 га танлашать, ку кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 3,5 процент ытларах. Çĕр улмине -140 га , пахча-çимĕçе 39 гектар çĕр лаптăкĕ çинче лартса çитĕнтереççĕ. Хуçалăхра Импала ятлă ир пулакан çĕр улмин çеçкине çулаççĕ, хыççăнах тракторсем кăлараççĕ, çимĕçе çынсем тирпейлесе пуçтарса пыраççĕ.  Иккĕмĕш çăкăра 10 гектар йышăнакан çĕр лаптăкĕ çинче пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ, тухăç пурне те савăнтарать. Михаил Игнатьев çĕр улми анинче вăй хуракан ял çыннисемпе калаçнă. «Уйра эпир çĕре эсир мĕнле юратса пăхнине куратпăр. Çак ырă ĕç пуриншĕн те тĕслĕх. Хуçалăхра паянхи пурнăçпа тӳр килекен хатĕрсемпе пĕтĕмпех усă кураççĕ, технолоигине те çирĕп пăхăнаççĕ, акса çитĕнтерме те элитлă вăрлăха тĕпе хураççĕ. Кăтарту та питĕ лайăх», - тенĕ вăл. Регион ертӳçи паянхи пурнăçра ял хуçалăх ĕçĕпе тăрăшни питĕ вырăнлă пулнине каланă, пахча-çимĕç таварĕсен хакĕсем те паха пулнине палăртнă. Пĕр сăмахпа каласан, аграри ĕçченĕсем валли пур услови те çителĕклĕ. Чăваш Республикинчи ял хуçалăх пайне кăçалхи çул патшалăх  2 млрд. 700 млн. тенкĕ патнелле пулăшу парса тивĕçтернĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 111 процент, вăл шутра Каçал ен районне 107,3 млн. тенкĕ. «Çынсен патшалăх тивĕçтерекен пулăшусемпе туллин усă курма тăрăшмалла. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – экономикăна çĕклесси. Çĕр ĕçченĕсене эпир ялах шанатпăр», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 



31 июля 2015
13:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter