Спорта аталантарассипе çĕршыври 82 регион хушшинче Чăваш Ен улттăмĕш вырăн йышăнать

"Физкультурăпа спорта аталантарни" патшалăх программине РФ спорт министерстви ытти субъектсемпе пĕрле пурнăçа кĕртет. Ку тĕллеве пурнăçлассипе пирĕн республика çĕршыври 82 регион хушшинче улттăмĕш вырăн йышăнать. "Физкультурăпа спорта аталантарас ыйтусене татса парассине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватăп сире, Михаил Васильевич", - тенĕ спорт министрĕ Виталий Мутко Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев лайăх ĕçне палăртса.

Чăваш Республикинче пурăнакансенчен 37,4 проценчĕ (2013 çулта - 35,9 процент) физкультурăпа туслашнă 2014 çулта. Халăха спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтересси пĕлтĕр 45,4 процентпа танлашнă (2013 çулта - 45,9 процент).

Республикăри студентсенчен 80,2 проценчĕ (2013 çулта - 72,4 процент) физкультурăпа спорта ытларах тимлĕх уйăрать.



31 июля 2015
10:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter