Элĕк районĕ: çар ретне тăчĕç

Салтак ячĕ хисеплĕ. Çакна çитĕнекен ăру ăнланни, хăйĕн кăмăлĕпех çар тивĕçне пурнăçлас тени савăнтарать. Мăн Вылă ял тăрăхĕнче çулсеренех темиçе çамрăк салтак аттине тăхăнать. Вĕсен йышĕнче вара аслă вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухнисем те, ятарлă пĕлÿ илнисем те пур. Кăçалхи çурхи призыв тапхăрĕнче Мăн Вылăри Геннадий Кондратьев Шупашкарти ял хуçалăх академине пĕтернĕ хыççăн салтак аттине тăхăнчĕ. Çавăн пекех Мăн Вылăри Андрей Васильев, Çирĕккассинчи Владимир Федоров хĕсмете ăсанчĕç. Иртнĕ кунсенче вара тĕрлĕ çар чаçĕсенче службăна вĕçлесе Атмалкассинчи Андрей Михайлов, Алексей Митрофанов, Çирĕккассинчи Дмитрий Афанасьев тăван килĕсене çаврăнса çитрĕç.



31 июля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter