Михаил Игнатьев Шупашкарти медицина учрежденийĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă

Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти медицина учрежденийĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Унпа пĕрле çулçӳреве Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ  Вадим Николаев тухнă. Вĕсем хулари васкавлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли больницăпа Ача-пăчасен 1-мĕш №-лĕ сиплев учрежденийĕнче пулнă.  Васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли поликлиникăра кунне пĕр сменăра 860 çынна йышăнма ирĕк пур, халăха пур енлĕн медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Михаил Игнатьев регистратура, сывлăх центрĕпе тата ытти уйрăмсене пăхса çаврăннă, сипленме килнĕ çынсемпе курса калаçнă. «Хальхи пурнăçра çынсене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çине анчах таянмалла мар, вĕсемпе ăшпиллĕн калаçма та тăрăшмалла. Ырă калаçу эмельрен те тепре чухне пахарах», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Аслă çулсенчи ватă Нона Мартыновская хăйĕн сăмахĕнче регион ертӳçине поликлиникăра вĕсене сипленме пур услови те çителĕклĕ пулнине хĕпĕртесе пĕлтернĕ. «Врачсем çав тери сăпайлă. Яланах кирлĕ пек тимлĕх уйăраççĕ, çĕнĕлĕхсене те вăхăтрах пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Чăваш Енре медицинăна аталантарма витĕм кӳнĕшĕн, Сире пысăк тав», - тенĕ пенсионер. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова çынсене васкавлă пĕрремĕш пулăшупа тивĕçтернĕ чухне сывлăх сыхлавĕн центрĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Шăпах та çак центр специалисчĕсем, чирсене шала каяссинчен маларах тупса палăртаççĕ.  Ача-пăчасен хулари 1-мĕш №-лĕ больницăра та кашни уйрăмăн ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă. Калаçу вăхăтĕнче Михаил Игнатьева кунта вăй хуракансене кăсăклантаракан ыйтусене итленĕ. Çынсене çурт таврашĕнчи çул-йĕр ыйтăвĕ хумхантарать. Çывăхри çуртсенче пурăнакансем хăйсен автомашинисене кирлĕ кирлĕ мар çĕре лартса хăварни пĕр хуччен çеç мар пулнă, вĕсене пула медицина пулăшăвĕ памалли машинăсем часах вырнаçса лараймаççĕ. Ыйтăва хула администрацийĕпе пĕрле канашласа татса пама сĕннĕ ертӳçĕ. Больницăра Михаил Игнатьев тĕп врачпа курнăçнă, халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин пахалăхне кулленех ӳстерсе пымалли пирки сӳтсе явнă. Республикăри сиплев учрежденийĕсем лайăх ĕçлени куçкĕретех. Раççейри ача-пăча поликлиникисем хушшинче иккĕмĕш вырăна çĕнсе илни те çакнах çирĕплетсе парать. Ку кăтарту патне ыттисен те талпăнмаллине çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Сипленме килнисем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки сăмах пуçарнă, калăпăр, врачсем патне кĕме çăмăлах мар пулнине асăннă. Ку енĕпе, паллах, уçă алăксен кунĕсене йĕркелесе ирттерни питĕ вырăнлă. «Федераци ĕçтешĕсем пирĕн регионти сывлăх сыхлавĕн кăтартăвĕсене пысăкка хаклаççĕ пулсан, малашне те республикăри сывлăх сыхлавĕн  пĕрле пĕтĕмĕшле хар тăрса пĕр пек лайăх ĕçлесе пыма  тăрăшмалла, кăтартусене чакарма юрамасть, - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе регион ертӳçи. Тĕплĕнрех



31 июля 2015
13:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter