Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Каçал ен районĕнче çĕнĕ шкулăн строительство ĕçĕпе паллашнă

 Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Каçал ен районĕнче ĕçлĕ çулçӳревре пулнă май, Элпуç-Сюрбеево ялĕнче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан çĕнĕ шкул çуртне хăпартнă ĕçпе паллашнă. Палăртнă объекта кăçал çĕртме уйăхĕнче пуçланă. Шкул çав тери пысăк курăнать, 165 шăпăрлана кунта çӳреме ирĕк пулĕ. Паянхи кун тĕлне çуртăн пĕрремĕш хутне çĕклесе те лартнă. Михаил Игнатьев ĕçлекенсемпе курнăçнă май, вĕсене стройка ĕçĕнче асăрхануллă пулма, ĕç сыхлавне çирĕп пăхăнма, объектăн строительство пахалăхĕ çӳллĕ шайра пулмаллине каланă. «Шкул çурчĕ паянхи пурнăç таппипе тӳр килмелле, ачасене тарăн пĕлӳ илме пур услови те çителĕклĕ пулмалла», - тесе çирĕппĕн каланă вăл. Регион ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче палăртнă шкул çитес çулта çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче ачасене кĕтсе илме те хатĕр пулассине пĕлтернĕ. Вырăнта пурăнакансене шкул ĕçне кирлĕ пек çийĕнчех тĕрĕслесе пыма, енчен те кăлтăксем тупса палăртсан, вĕсене сирсе яма подрядчиксене пĕлтерсех тăмаллине палăртнă. «Халăх тĕрĕслевĕ пĕр сăмахпа каласан, яланах ĕç-пуçа тĕрĕслемелле», - тенĕ. «Арка» ТМЯП генеральнăй директорĕ Фагиль Шарафутдинов  кунти ĕçсем пĕтĕмпех графикпа килĕшӳллĕн пурнăçласа пынине асăннă. Объекта смета тăрăх 187 млн. тенкĕ ытла хакланă, уçă аукцион ирттернĕ хыççăн унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 148,8 млн. кайса ларнă. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлĕ паракан шкул çуртне хăпартса лартма федераци, республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрма йышăннă. Михаил Игнатьев Хирти Явăшри кивĕ шкулпа кăсăкланнă, Элпуç-Сюрбеево ял поселенийĕн çыннисемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Тĕплĕнрех



31 июля 2015
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter